АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăн чун уявĕ

20 июня 2012 г.

Хĕрлĕçыр ялĕнче, илемлĕ çерем çинче, ял уявĕ - Теветей иртрĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне ватти-вĕтти - пурте уява пухăнчĕç.

Хĕрлĕçырсене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ Л.Степанов килнĕ, вăл Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн саламне те илсе çитерчĕ. Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов уяв ячĕпе пурне те çирĕп сывлăх, çемьесенче, ялăн обществăлла пурнăçĕнче ăнăçу сунчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн аллинчен Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене (кашнине карас телефон) «А.Г.Сапаркин» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченĕсем тивĕçрĕç. Çавăн пекех «Кĕтне» хресчен (фермер) хуçалăхĕн (руководителĕ В.Михайлов), «Н.А.Тихонов» хуçалăхăн (руководителĕ Н.Тихонов) ĕçченĕсем Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Уявра парнесене тивĕçнĕ çĕр ĕçченĕсем чылаях пулчĕç. Сăмах май, Тикаш ял тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем пачах та çук, кунти çĕре арендăна илсе ĕçлес текенсем хушшинче конкуренци вăйлă.

Чăваш эстрада артисчĕсем халăха уявра чăннипех те пур кăмăлтан савăнтарчĕç. Вячеслав Христофоров, Михаил Федоров, Марта Зайцева чăваш эстрадин çăлтăрĕсем пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕç хăйсен юррисене.

Спорт ăмăртăвĕсемсĕр пĕр уяв та иртмест паллах. Ял çыннисем çăмăл атлетика енĕпе, турник çинче туртăнассипе, кире пуканĕ йăтассипе, пĕрене çинче пăчкă кĕрпи тултарнă михĕсемпе кĕрешнĕ вăхăтра тытăнса тăрассипе ăмăртрĕç. Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти физкультура учителĕ О.Мефодьев йĕркеленипе кăçал пĕрремĕш хут ял уявĕнче Кĕтне шывĕ çинче байдаркăсемпе ăмăртассипе тупăшрĕç çамрăксем (ÿкерчĕк çинче). Пурĕ 6 мăшăр хутшăнчĕç. Палăртнă дистанцире Николай Ленскийпе Алексей Шапеев пĕрремĕш вырăна тухрĕç (Тикаш шкулĕнче вĕренекенсем). Куракансем уйрăмах тимлесе сăнарĕç çакна. Кĕрешсе ăмăртассипе чи кĕçĕннисем хушшинче Хĕрлĕçырти Евгений Черкасов çĕнтерчĕ, аслă ÿсĕмрисем хушшинче кĕрешсе вара - Сергей Чернов спорт мастерĕ. Ял халăхĕ уявпа кăмăллă юлчĕ. В.Нарсов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика