20 июня 2012 г.
Районти хуçалăхсенче çур аки ĕçĕсем вĕçленчĕç. Иртсе кайнă ăшă çумăрсем акнă вăрлăхсене лайăх шăтса тухма пулăшрĕç. Хальхи тапхăрта калчасене тĕрлĕ çум курăксенчен, чир-чĕрсенчен, хурт-кăпшанкăсенчен сиплемелли вăхăт пырать.
Тĕш тырăна, пĕрчĕллĕ культурăсене çум курăксенчен тĕрлĕ гербицидсемпе сапма: «Балерина», «Зерномакс», «Секатор», «Магнум», «Террастар», «Элант», «Диален супер» тата ытти имçамсем юраççĕ. Енчен те анасем çинче хир сĕлли нумай пулсан, вĕсене пĕтерме «Топик», «Пуша супер», «Овсюден» сапма юрать. Çĕр улми анисенче çум курăксемпе кĕрешме «Лазурит», «Зонтран», «Зенкор», «Титус», «Центорион» препарачĕсене сапма юрать. Калчасене имçамланă чухне, тĕрлĕ чирсенчен тата ÿсен-тăрансен тымарĕсене хăвăрт ÿсме пулăшакан биологилле майлă «Псевдобактерин-2», «Планриз» препарачĕсене хушса яма юрать. Кăçалхи çул уйрăмах тĕрлĕ хурт- кăпшанкăсем нумай аталанни курăнать. Вĕсем вăрманти юмансене, пахчари çырласене, уй хирти тĕш тырăсене нумай сиен кÿнĕ те ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсемпе тивĕçлĕ кĕрешмелле. Тĕш тырă культурисене кăçалхи çул уйрăмах тĕрлĕ пыйтăсем, улăх лĕпĕшĕсем, тырă хăнкли (вредная черепашка) тата ытти хурт-кăпшанкăсем тапăнаççĕ. Çĕр улми çинче - колорадă нăрри пирки каламасăрах паллă: вĕсен йышĕ питĕ нумай. Май уйăхĕнче вĕри çанталăк тăнă пирки кÿршĕ Тутар Республикине Казахстан енчен кăçал саранча та вĕçсе килнĕ. Унăн сиенлĕхĕ пирки ăнлантарма та кирлĕ мар.
Юлашки çулсенче ял хуçалăх культурисене экологи енчен тĕрлĕ таса, хими меслечĕсĕр усă курса, тĕрлĕ микробиологиллĕ майпа хатĕрленĕ удобренисемпе усă курса ÿстереççĕ. Çакăн пек удобренисене пирĕн Чăваш Республикинче те туса кăларма пуçларĕç. Вĕсен ячĕсем «Азотобактерин», «Фосфобактерин», «Ризоторфин». Пĕр гектар çĕр лаптăкĕ çине 200-500 миллилитр кăна кирлĕ вăл. Çак биологиллĕ майлă удобренисем çĕр культурисен тухăçлăхне самаях ÿстерме пулăшаççĕ. Шанса тăрас килет, енчен те эпир агротехника енчен çирĕп пăхăнса ĕçлесе пырсан, кĕркунне пирĕн уйсенче пысăк тухăç пулĕ.