20 июня 2012 г.
Иртнĕ эрнере Вăрмар район администрацийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата унăн заместителĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераци шайĕнчи тĕллевлĕ программа тăрăх 3 çемьене ятарлă свидетельствăсем пачĕç.
Яваплă çынсем çамрăксене сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Çак программа условийĕсем тăрăх социаллă тÿлеве П.Захаров (Кĕтеснерте уйрăм çурт тума, 4 çынран тăракан çемье), Л.Петрова (Пинерте çурт тума, 4 çынран тăракан çемье), И.Черемисова (Вăрмар поселокĕнче пурăнмалли çурт е хваттер туянма, виçĕ çынран тăракан çемье) çемйисем тивĕçнĕ. Патшалăх енчен ялта пурăнакан çамрăк çемьесене çакăн евĕр çăмăллăх пани пысăк пулăшу.