АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавалта пушар деповĕ уçăлчĕ

16 июня 2012 г.

Кавал ял тăрăхĕнче июнĕн 11-мĕшĕнче иккĕллĕ уяв пулчĕ - ял Акатуйĕ тата пушар деповĕ уçрĕç. Пушар деповне официаллă лару-тăрура уçнă çĕре Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов генерал-майор, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов, «Шупашкарти Вăрмарсен ентешлĕхĕ» канашăн вице-президенчĕ В.Нягин килсе çитрĕç.

Хăнасем ял халăхне пушар деповĕ уçнă ятпа саламларĕç, унпа усă курмалли тĕслĕхсем пачах ан пулччăр терĕç. Малтан котельнăй пулнă, усă курма пăрахнă çурта юсаса пушар деповĕ туса хунă. Малашне кунта электропровод карса çутă, телефон çыхăнăвĕ кĕртме планланă. Кавал ял тăрăхне 5 ял кĕрет, пĕтĕмĕшле вĕсенче 1,5 пине яхăн çын пурăнать. Малашне ял тăрăхĕнче пурăнакансем инкек-синкек тухас пулсассăн район центрĕнчен пушар машини килессе кĕтмĕç ĕнтĕ. Анчах та пушар машини юсав кĕтет. Ку тĕлĕшпе С.Антонов генерал-майор ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне Н.Алексеевăна пулăшу парасса систерчĕ. Çавăн пекех вăл район администрацийĕн ятарлă ĕçсен пайĕн начальникне Ю.Ефимова районăн пурнăçĕнче пархатарлă ĕçсем тунăшăн «За содружество во имя спасения» медальпе наградăларĕ. Çĕнĕрен «çуралнă» çурта уçнă хыççăн хăнасем уяв сцени çине васкарĕç. Кашниех ял халăхне саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вĕсем юлашки çулсенче ял тăрăхĕ çирĕп утăмсемпе аталанса пынине палăртрĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева ялти чи çамрăк çын - 2,5 уйăхри Кира Покровская ячĕпе унăн амăшне тата Кавалти хисеплĕ те ватă çынна - 95 çулхи А.Инжиртовăна, пушар деповне тума пулăшнă Д.Горшкова, О.Молокина, В.Краснова парнесемпе чысларĕ. Ял халăхне савăнăçлă концертпа «Янташ» эстрада ушкăнĕ савăнтарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика