АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăста алăра ĕç вĕрет»

16 июня 2012 г.

текен ваттисен каларăшĕ паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Сăмахăм Тикаш ялĕнче пурăнакан Василий Викторович Бородков пирки пырĕ. Кун пек ăста алăллă çын пирĕн районта сайра тĕл пулать. Ун килĕ умĕнчен пуçласа картишне кĕрсе пăхсан хăвна чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕн туятăн. Журналист ĕçĕпе районĕпех çула сахал мар такăрлатнă пулин те, кун пек илемлĕхе эпĕ нихăш ялта та халиччен курман. Тимĕртен ăсталанă эрешсем чĕрĕ япаласем пекех туйăнаççĕ, тепĕр майлă каласан хăйне евĕр кермен темелле. В.Бородков тимĕртен çеç мар, йывăçран та тĕрлĕ эрешсем ăсталать. Унсăр пуçне унăн килĕнче картинăсем те чылай. Пĕтĕмĕшле каласан чăн-чăн ÿнер тĕнчине парăннă çын вăл. Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан Николай Александрович Александров аллинче те ĕç вĕресе тăрать. Вăл карçынккасем çыхать, кĕвентесем, çава авăрĕсем ăсталать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармаççĕ вĕсем килте, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, халăха кирлĕ япаласем те ăсталаççĕ. Çак ялтах тата тепĕр ал ĕç ăсти Николай Павлович Митрофанов пурăнать.

Ял аталанăвĕ - вак бизнесра. Ку сăмахсем Тикаш ял тăрăхĕшĕн чăннипех те питĕ вырăнлă, мĕншĕн тесен кунта çĕр ĕçĕпе ырми-канми вăй хуракансем, ал ĕç ăстисем чылай. Çакă вара ял тăрăхне аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çамрăксене пурăнмашкăн майлă условисем туса пама пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика