16 июня 2012 г.
Пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев пулчĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пулчĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хутшăнчĕç.
Вĕсене Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ П.Егоров кĕтсе илчĕ. Çакна палăртмалла: «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн асăннă шкула хăтлăх кĕртме 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. М.Игнатьев шкулта пурнăçланакан строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ, çитменлĕхсене палăртса хăварчĕ. Хальхи вăхăтра çак шкула çĕнетессипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшса вăй хурать. Асăннă обществăн ĕçченĕсем шкулăн çивиттине юсассипе, шал енчен штукатурка ĕçĕсем пурнăçлассипе, урайне ятарлă плитка сарассипе ĕçлеççĕ. Ку ĕçсемпе пĕрлех чÿречесене пластик кантăксем лартаççĕ. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех шкул çумĕнчи çĕр участокĕнче пахча çимĕç еплерех çитĕнтернине те курса çÿрерĕ. Шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн вырăнти ял халăхĕпе те курса калаçрĕ. Унтан ĕçлĕ çул çÿрев малалла Пинер ял тăрăхне пулчĕ. Кунта 160 ача вырнаçмалăх капмар шкул хăпартас ĕç пуçланнă. Официаллă çынсене Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, шкул директорĕ Г.Боредский, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев, ял тăрăхĕнче пурăнакан халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. М.Игнатьев Пуçлăх çĕнĕ шкул хăпартма пуçланă ятпа пурне те саламларĕ, кунта строительство ĕçĕсем пурнăçлама тата оборудовани туянма 18 миллион тенкĕ ытла илме май паракан сертификат пачĕ. М.Игнатьев шкул никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕчне хучĕ. Ун хыççăн Республика Пуçлăхĕ вырăнти ял халăхĕпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
«Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Хĕл ытлă-çитлĕ каçма выльăх апачĕ хатĕрлессипе тăрăшаççĕ общество ĕçченĕсем. Унăн пуçлăхĕ П.Крылов хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кунти ĕçченсене хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Уй-хирте пыракан хĕрÿ ĕççине пăхса çаврăннă май ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулчĕç. «Маттур, ял хуçалăх отрасльне аталантаракан чăн-чăн паттăрсем эсир», - терĕ Михаил Васильевич асăннă обществăн пуçлăхне П.Крылова.