09 июня 2012 г.
2011 çулта Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ Çĕнтерÿ парадне пирĕн районтан икĕ çамрăк С.Иванов тата Ю.Волков (Кивĕ Вĕренерсем) хутшăнни çинчен хаçат урлă пĕлтернĕччĕ. Кăçалхи парад та пирĕн ентешсемсĕр иртмен. Унта хутшăннисенчен пĕри - Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ, çар хĕсметне мотострелоксен гварди Таманский 5-мĕш бригадинче ирттернĕ Дмитрий Туймедов пулнă.
Ашшĕнех пăхнă пулĕ ывăлĕ: çавăн пекех харсăр та пултаруллă, ял хуçалăх ĕçĕнчен ютшăнмасть. Халĕ вăл тăван килте, çакă пысăк пулăма хутшăнни унăн асĕнчен нихăçан та тухмасть пулĕ. Парада хутшăннă иккĕмĕш çамрăк та пултарулăхпа палăрса тăрать. Ку вăл - Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Руслан Юрьевич Долгов. Вăл та асăннă чаçрех службăра тăнă. Гварди рядовойĕ РФ Оборона министрĕнчен А.Сердюковран Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ парада çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерме тÿпе хывнăшăн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Пирĕн асаттесемпе кукаçисен - 1945 çулхи Çĕнтерÿ парадне хутшăннисен - тăхăмĕ çулран-çул ÿсни мăнаçлăхпа пысăк савăнăç кÿрет. Вăрмар салтакĕсен утти малашне те çирĕп пултăрччĕ, Хĕрлĕ площаде вĕсен таканланă аттисем çитес çулсенче те хĕм кĕртчĕр.