09 июня 2012 г.
Чĕмпĕрти учительсен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă («Вĕренÿ уставĕпе палăртнă тулли курс пĕтернĕ» свидетельствăран) çамрăксем халăх хуçалăхĕнче тĕрлĕ енпе ĕçленĕ: учитель, музыкçă, артист, писатель, çар çынни, тĕн енĕпе тимлекен, хысна чиновникĕ тата ытти те. Чылайăшĕ историре самаях сумлă йĕр хăварнă, теприсен ячĕ-шывĕ, шел пулин те, манăçа тухнă. Вăрмар тăрăхĕнчен учитель ятне илнисем çирĕм пиллĕкĕн. Вырăнти тавра пĕлÿçĕсем вĕсем пирки хăш-пĕр чăнлавсем (материалсем) тупкаланă, ытларахăшĕн кун-çулĕ пĕтĕмпех паллă мар. Ку ĕнтĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсемччен тавра пĕлÿ ĕçĕ «хупă тема» шутланнăран та, «чĕмпĕрçĕсем» пĕлÿ илсен тăван енре мар, ытти тăрăхра ĕçлесе пурăннипе те çыхăннă пулĕ.
Акă Энĕшпуç ялĕнче 1882 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче çуралнă Семен Павлович Павлова илер. Патти ялĕнчи чиркÿре шыва кĕртсе ят хунă хыççăн Çемен çемьери чи хисеплĕ ача пулнă: ара, арçынна çĕр параççĕ вĕт, пĕлÿ илсен лайăх вырăна та кĕме пулать. Ашшĕ, хăй те хута аван пĕлекенскер, Петр Васильев священникпа (вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхине 1877-1889 çулсенче вĕрентнĕ) туслă тăнă, унран кĕнекесем илсе вуланă, хăйĕн кил-хуçалăхне культурăллă аталантарнă, çавăнпа ывăлне ялти прихут шкулĕнчен вĕренсе тухсан малалла пĕлÿ илтĕр тесе Тăвайри икĕ класлă училищĕне илсе каять.
1907 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче Семен Павлова вĕренни çинчен панă Свидельствăран:
«Турă саккунĕ тата чăвашла вуласси - «5». Вырăс чĕлхипе чиркÿ-славян чĕлхи - «5». Арифметикăпа геометри - «5». Вырăс историйĕ - «5». Географи - «5». Черчени - «5». Юрласси - «5». Ача кĕнеке хуплашкисем тăвас ĕçе хăнăхнине те палăртнă.
Семен Павлов аса илĕвĕнчен: «Эпĕ Тăвайри училищĕре питĕ лайăх лару-тăрура вĕрентĕм. Матвей Тихонович Борисычев учитель аван пĕлÿ паратчĕ, Турă саккунĕсене Гаврил Спиридонов священник хăнăхтаратчĕ. Вĕренÿре пĕр йывăрлăх та курмастăм, хĕсĕрлени те пулман. Пĕр парттă хушшинче Енĕш-Нăрваш ачипе Степан Максимовпа лараттăмăр. Вăл тăрăшуллă ачаччĕ. Иксĕмĕр те Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайма шутларăмăр. Тĕрĕссипе атте мана çавăнта вĕренме ярас пирки темиçе те каланăччĕ, çак шухăша хамăр ялти чиркÿ священникĕ Петр Васильев та ырлатчĕ. Вăл эпĕ вĕренÿре мĕнлерех ÿсĕмсем тунипе пĕрмаях интересленетчĕ. Хăй 12 çул Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçлени пирки каласа мана малалла вĕренме Чĕмпĕре кайма хавхалантарчĕ. Ĕмĕтĕм тулчĕ: эпĕ Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче пĕлÿ илтĕм, кунта И.Я.Яковлева час-часах курнă, «Нарспи» авторне К.В.Иванова пĕлнĕ...» (Аса илÿ Энĕшпуçĕнче пурăнакан А.Ефимова патĕнче упранать).
Чăваш патшалăх истори архивĕнчи чăнлавпа паллашатпăр. Вăл «Чĕмпĕрти шкула 1907 çулта вĕренме кĕрес текенсем экзаменсене еплерех тытнин списокĕ» ятлă. Семен Павлов сакăр предметран пиллĕкĕшне «5» паллăлăх, виççĕшне «4»лăх тытнă. Ытти ачасенчен нихăшĕ те çак шая çитеймен. И.Я.Яковлев инспектор Энĕшпуç ачин хушамачĕ тĕлне «йышăннă» тесе çырса хунă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн иккĕмĕш класне 1907 çулта кĕнĕскер тулли пĕлÿ илсе 1911 çулта пуçламăш училищин учителĕ ята тивĕçет. Мĕнлерех вĕреннĕ-ха Семен Павлов; Кашни вĕренÿ çулĕнчех ирттерекен экзаменсенче вăл яланах «4» та «5» паллăсем çеç илнĕ. Çĕрпÿ земствин стипендиачĕ хăйне ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем шаннине тÿрре кăларнă. Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнине ĕнентерекен Свидетельствăра вун виçĕ «пиллĕк» (весьма удовлетворительно), пĕр «тăваттă» (очень удовлетворительно). Çĕрпÿ земствин стипендиачĕ пулнине кура Семен Павлова Хусан кĕпĕрнин 2-мĕш районĕнчи (Çĕрпÿ тата Сĕве уесĕсем) халăх училищисен инспекторĕ Чăрăшçырмари земство училищинче 2-мĕш учитель тивĕçĕсене пурнăçлама шанать.
И.Я.Яковлев вĕренекене çапла хакланă: «Хусан кĕпĕрнин иккĕмĕш районĕнчи халăх училищисен инспекторне.
Эсир ыйтнине çапла хуравлатăп: Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен кăçал тухакан Семен Павлов вĕренÿ тăршшĕнче хăйне питĕ йĕркеллĕ тытрĕ тата питĕ лайăх вĕренчĕ. Педагогикăри хатĕрленĕвне кура Павлов шкулти вĕрентĕве те, чиркÿре юрлассине те питĕ аван йĕркелеме пултарать». (ЧПИА фончĕсенчи чăнлав тăрăх).
... Юрлассине питĕ аван йĕркелеме пултарать... Семен Павлов Чăрăшçырмари шкулта ĕçленĕ çулсенче ачасен хорне пухать, тĕн йăли-йĕркисене ирттернĕ чухне чиркĕве çÿрекенсемпе кĕлĕ юррисене юрлать. Ăсталăхпа пултарулăх Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче музыкăна лайăх вĕрентнинчен тата маттур вĕрентекенсем пурринчен килнĕ. Кам вĕрентнĕ-ха Павел Семенова;
И.Я.Яковлевăн «Манăн пурнăç» аса илĕвĕнчен: «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ... вырăс композиторĕсенчен Глинкăна ытларах тимлĕх уйăраттăмăр. Ку енĕпе шкула Иван Митрофанович Димитриев, чăваш, священник ывăлĕ, музыка енĕпе пултаруллăскер тата илемлĕ сасăллăскер, нумай пулăшрĕ... Вăл 1910 çултанпа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче музыка вĕрентрĕ. Маларах та шкулта музыкăпа литература каçĕсем иртетчĕç. Вăл çак ĕçе тата та лайăхлатрĕ, музыкăна вĕрентессине аванлатрĕ, сĕрме купăс калама уроксем йĕркелерĕ. Вăл тăрăшнипе шкулта хамăрăн театр уçăлчĕ, ачасем «Иван Сусанин» оперăна сцена çине кăларчĕç. Димитриев ĕçленĕ чухне оркестр валли хĕлĕхлĕ тата вĕрсе каламалли инструментсем туянтăмăр. Вĕренекенсем хушшинче пултаруллă солистсем тупăнчĕç. Димитриев уйрăмах 1910-1911 çулсенче тăрăшса ĕçлерĕ».
Çапла, вăл Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă тĕле илемлĕ юрлама, сĕрме купăс калама пĕлнĕ. Çак пултарулăх ăна пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех пулăшса, вăй парса тăнă.
1914 çул. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи чăваш ялĕнчи шкул учительне Семен Павлова та тăнăç пурнăçран уйăрать, аслă шкула вĕренме кĕрес ĕмĕтне касса татать. Ăна патша çарне илеççĕ. Хусанта запасри полкра тăрать, вăрçă ĕçне вĕренет. 1915 çул варринелле фронтри ĕçсем йывăрланаççĕ. Офицерсем çитменнине кура пысăк хуласенче кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкулсем уçăлаççĕ. Вăтам пĕлÿллĕ Семен Павлов прапорщиксен шкулне лекет.
«Манăн асанне патне шăллĕ, Семен Павлович, фронтран çыру янă пулнă. Унта вăл пĕр çапăçура аманни, Петроград хулинче госпитальте сипленни пирки çырса пĕлтернĕ. Шел, çырăвĕ упранса юлайман. Ку хыпар хыççăн С.Павловран тек хыпар килмен», - пĕлтерет Энĕшпуçĕнчи А.Ефимова.
С.Павлов сипленсе çитнĕ тĕлелле ятарлă экспедици корпусĕ йĕркелес тĕллевпе салтаксене, офицерсене хăйсен ирĕкĕпе çак çара çырма пуçлаççĕ. Кама ирĕкпе, кама хушупа ĕнтĕ. Вырăс салтакĕсене пăрахутсемпе тинĕс тăрăх Францие илсе çитереççĕ. Çапла ют çĕрте, ют çĕршывшăн юн тăкма тивет чăваш салтакĕн. Тăван тăрăхпа та çыхăну пĕтет. 1917 çулхи революци нумай вырăс салтакĕн Раççее таврăнас ĕмĕчĕсене татнă. Ахăртнех, çĕнĕ влаçăн ют çĕрти ентешĕсем пирки шутлама, вĕсене тăван тăрăха тавăрма майĕ те пулман. Часах граждан вăрçи пуçланать, ун вĕçленĕвĕнче чылай офицерпа салтак Раççейрен тарса ют çĕршывсене тухса каять.
Паллă тавра пĕлÿçĕ И.Криков çапла каласа парать: «Революци хыççăн Семен Павлов Болгарире тĕпленнĕ. Çемье çавăрнă, ачасем çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлсан Тăван çĕршыва таврăнма шутланă. 1950 çулсем вĕçнелле Совет Союзĕнче пурнăç лăпкăлăхĕ сисĕнме пуçланă ĕнтĕ, Болгари те туслă, социализмла патшалăх пулса тăнă. Çавăнпа темиçе теçетке çул каялла патша çарĕн прапорщикĕ ятпа çÿренĕ чăваша Чăваш çĕрне таврăнма ирĕк панă. Энĕшпуçĕнче ăна колхоз председателĕнче ĕçленĕ Иван Григорьев палласа илнĕ. Семен Павлович хăйĕнчен çичĕ çул кĕçĕн ентешĕ патĕнче чарăнать. Тăван тавралăха курса çÿрет, ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илсе киленет, тăванĕсемпе курнăçать. Кайран вăл Йĕпреç поселокне куçса каять, унти «Кооплеспром» артельте конструкторта ĕçлет. Вăл Йĕпреçре хваттер илнĕ, юлташсем тупнă. Кунтах унăн пурнăçĕн юлашки кунĕсем иртеççĕ».
Йĕпреç хула тăрăхĕн администрацийĕ панă справкăра çапла çырнă: «Павлов Семен Павлович Йĕпреçе яланлăхах пурăнма Болгарирен килнĕ».
«Кооплеспром» артель халăх хуçалăхĕ валли йывăçран тĕрлĕ продукци туса кăларнă. Йĕпреçсен таварĕ Пĕтĕм Совет Союзĕпе сарăлнă. Артель ветеранĕсем С.П.Павлов конструктора «Болгарин» тесе чĕннĕ, вăл ăсталанă формăсемпе, шаблонсемпе ĕçлеме çăмăл та меллĕ пулнине палăртнă. Семен Павлович чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупнă-мĕн: предприятире ĕçлекенсене хора явăçтарнă, вĕсемпе концертсене хутшăннă. Яковлев шкулĕнче çирĕп пĕлÿ илнĕскер, ĕмĕр тăршшĕпех тăван халăхшăн ĕçлес ĕмĕт-тĕллевпе пурăннă вăл, çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем, ăслайсем шухăшласа кăларнă. Вĕсем ĕç пахалăхĕпе тухăçлăхне ÿстерме пулăшнă. Çавăнпа «Болгарин» ячĕ предприятин «Хисеп Кĕнекине» чи малтан çырăннинчен тĕлĕнмелле мар.
Интереслĕ ĕмĕр ĕмĕрленĕ Семен Павлович Павлов: вĕренекен, учитель, салтак ... Ют çĕршывра чылай пурăннă та тăван тăрăхшăн тунсăхланă. Чăваша таврăнса телей курнă.
1971 çулта пурнăçран уйрăлнă вăл, ырă ят хăварнă тата нумай вăрттăнлăх...
(Авторсем статьяна çырма пулăшнăшăн Чăваш патшалăх истори архивĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ калаççĕ).