09 июня 2012 г.
Çак эрнере районти шкулсем çумĕнчи лагерьсем ĕçлеме пуçларĕç.
Акă, июнĕн 4-мĕшĕнче Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Лара-тăра пĕлменскерсем» («Непоседы») кану лагерĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕрремĕш кунĕ ачасемшĕн çав тери кăсăклă иртрĕ. Ачасем «Акă çулла та çитрĕ» ÿкерчĕксен конкурсне, «Пĕтĕмпех çулла çинчен» викторинăна (Н.Яковлевăпа Т.Егоров çĕнтерÿçĕсем) хутшăнчĕç, чи лайăх вулассипе тупăшрĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Çавăн пекех Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнче те «Шевлесем» («Лучики») çуллахи кану лагерĕ уçăлчĕ. Кунта 1-8 класс ачисем канĕç. Пĕрремĕш кунĕнче ачасем воспитательсемпе пĕрле отряд юррисене, девизĕсене вĕренчĕç.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи кану лагерĕ «ВЖИК» ятпа ĕçлет. 1-7 классенче вĕренекен 100 ача хаваспах çÿреме пуçларĕç лагере. 7 «б» класс ачисем тĕрлĕ мероприятисене хатĕрлесе ирттерсе ярас, хăйсенчен кĕçĕнреххисене пулăшса пырас ĕçре активлăх кăтартаççĕ. «Сывлăх минучĕ» мероприятире кашни ача хăйĕн çÿллĕшне, виçине пĕлме пултарчĕ. Çавăн пекех районти ытти шкулсенче те кану лагерĕсем ĕçлеççĕ.