09 июня 2012 г.
Ку тăрăхра пурăнакан çĕр ытла халăх йышĕнче чăвашсем тăваттăмĕш вырăн йышăнаççĕ (пушкăртсем, вырăссем тата тутарсем хыççăн). 2010 çулхи халăх çыравĕ унта 107,5 пин чăваш пурăннине палăртнă. Вĕсем хăйсем чăваш пулнине манмаççĕ, ачисене шкулта тăван чĕлхене вĕрентеççĕ. 1989 çултанпа республикăра тăван чĕлхепе «Урал сасси» хаçат тухать, 1994 çулта Çтерлĕ патшалăх педакадемийĕнче чăваш-вырăс уйрăмĕ уçăлнă, 2002 çулта профессионалсен «Сарпи» фольклорпа эстрада ушкăнне йĕркеленĕ. 1989 çултанпа чăваш культура обществи, 1999 çултанпа Чăваш канашĕ халăх йăли-йĕркине упрас, ытти наципе туслă çыхăну çирĕплетес ĕçре тăрăшаççĕ.
Майăн 30-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2-мĕшĕччен Пушкăрт Республикинче Чăваш Ен культура кунĕсем иртрĕç. Уяв Çтерлĕре К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Ялта» музыка драмине кăтартнипе уçăлчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушкăртстан наци музейĕнче чăваш диаспорин хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Пушкăрт Республикин Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Пушкăртстан Президенчĕ Рустэм Хамитов ĕçлĕ çыхăнусем тытасси пирки Килĕшĕве алă пусрĕç.
Михаил Васильевичпа Рустэм Закиевич чăваш культура уявне те хутшăнчĕç. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Çтерлĕре «Василиса кин кĕртет» спектакльпе савăнтарчĕç, Авăркас районĕнче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ вырăнти халăха концертпа килентерчĕ. Виççĕмĕш кунхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ Ĕпхÿре «Сарпике» балет лартрĕ, Кармаскал тата Пишпÿлек районĕсенче чăваш концерчĕсем иртрĕç.
«Урал сасси» хаçат малтанхи çулсенче общество редколлегийĕ пуçарăвĕпе тухнă. 1991 çултанпа - республика хаçачĕ. Вулакансем - ял тăрăхĕнче пурăнакансем. «Ял пĕтсен чăвашлăх пĕтет», - каларăш пур. Ку сăмахсен чăнлăхĕ пысăк. Хальхи вăхăтра ялсенче чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшпе те, халăх культурине аталантарас енĕпе те нумай ĕçлеççĕ.