АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çамрăксен хулинче» - чи хастаррисем

09 июня 2012 г.

Регионсен хушшинчи «Çамрăксен хули» вĕренÿ форумĕ çулсерен аталанса пырать. Кăçал вăл июнĕн 5-10-мĕшĕсенче Атăл леш енче иртет. Унта 1500 çамрăка яхăн хутшăнма кăмăл тунă. Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр, Пенза, Чул хула облаçĕсенчен, Мари, Пушкăрт, Тутар республикисенчен 100 яхăн яш-хĕр çитнĕ. Форумра тренингсем, тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем», семинарсем ирттерме палăртнă. Форума савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçнă. Михаил Васильевич вĕренÿ программи ăнăçлă пурнăçланасси пирки иккĕленмерĕ. Вăл çамрăксене шаннине, вĕсене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине каларĕ, форума хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Унтан РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова, «Эверест» АХОн генеральнăй директорĕ Н.Герасимов, форум директорĕ А.Ефимов тухса калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика