АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Светлана» маркăна çÿллĕ шайра тытать

09 июня 2012 г.

Юлашки çулсенче республикăра промышленность производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Кунта ÿсĕме вăй паракан пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме кирлĕ условисем туса хунă. Производствăна лайăхлатма инвестицисем хывнă тĕслĕхсем пирĕн районта та пур. Вĕсенчен пĕри - «Светлана» тулли мар яваплă общество. Вăл çулран-çул аталанса хăватне ÿстерсе пырать.

Асăннă предприяти йĕркеленни чылай вăхăт иртмерĕ пулин те, унăн кăтартăвĕсем курăмлă. Кăçалхи 4 уйăхра пурĕ 6 миллион ытла тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе илсен 138,6 процентпа танлашать. Хальхи вăхăтра кунта 20 тĕрлĕ яхăн ĕç костюмĕсем çĕлессипе тăрăшаççĕ ăста та пултаруллă çĕвĕçсем. Унччен Мускаври пысăк фирмăсемпе тачă çыхăну тытаканскер, халĕ те ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетсех пырать. Асăннă общество çĕнĕ цех та уçма пултарчĕ. Унăн директорĕ С.Белоусова çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта 61 çĕвĕç ĕç тумĕсем çĕлет. Продукцие пахалăха тĕпе хурса кăларнăран ăна туянакансен йышĕ те ÿссех пырать. Асăннă предприятин филиалĕсем те пур. Вĕсем Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Светлана Николаевна палăртнă тăрăх, тĕллев - 70 çынна çитересси, çавна май тиесе ăсатнă продукцин калăпăшне çулталăкра 20 миллион тенкĕ таран ÿстересси. Эппин ку обществăна ÿсĕмсен çулĕпе пыма ăнăçу сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика