АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнманшăн

06 июня 2012 г.

Вăрмар район прокуратури Мускав хулинчи Марксистсен урамĕнчи 4-мĕш çуртра вырнаçнă «Мобильлĕ телетытăмсем» акционерсен уçă обществин ĕçĕ-хĕлне тĕрĕсленĕ май çĕр законодательствине пăснине тупса палăртнă. Çак обществăн Чăваш Республикинчи Шупашкар хулинче К.Маркс урамĕнчи 52а çуртра вырнаçнă филиалĕнче Пысăк Енккасси ялĕн территорийĕнче 150 тăваткал метр çĕр участокне 50 метр çÿллĕш тимĕр башня тума усă курнине тупса палăртнă. Çак башня айĕнче «МТС» акционерсен уçă обществин карас çыхăнăвĕн аппарат станцийĕн контейнерне вырнаçтарнă. «МТС» АУО Чăваш Республикинчи филиалĕн çак çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк паракан документ çуккине тупса палăртнă. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн район прокурорĕ «Мобильлĕ телетытăмсем» АУОн техника директорĕ ячĕпе административлă право йĕркине пăснă пирки ĕç пуçарассипе постановлени тăратнă. Ăна пăхса тухса должноçри айăплă çынна 1000 тенкĕлĕх штрафланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика