АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăн çурт - манăн крепоç»

06 июня 2012 г.

текен каларăш иртнĕ ĕмĕрсенчех акăлчансенчен тухнă. Вăл вăхăтра кÿршĕсен хăйсен хушшинчи хирĕçĕве вăйпах виçме тивнĕ. Çавăнпа та унта пурăнакансен хăйсен кил-çурчĕсене çирĕплетме, çăрасемпе питĕрме лекнĕ. Çулсем иртнĕ май саккунри улшăнусем кил-çуртсене вăрă-хурахсем кĕнине айăп тыттармалла тунă. Обществăра хăйне мĕнле тытмалли акăлчансен йĕркине нумай ачаллă çемьере ÿснĕ Ш. гражданин пĕлмен паллах. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл малалла вĕренме каяйман. Ĕçрен хăраман вăл, тăрăшса вăй хунă. Анчах та самана улшăннă май, ĕç пулман пирки вăл ĕçкелеме тытăннă, укçа пĕтсе çитсен «вăрă ĕçне» тытăннă. Каярахпа наркотикла япаласем пур ÿсен-тăрансемпе сутă тунăшăн ăна ирĕклĕх правинчен хăтарнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче çак гражданин Урнар ялĕнче пулнă май кÿршĕсене шаккаса тарăхтарнă. Шала кĕрес тесе вăл юри чÿрече кантăкне çапса ватнă, унтан каллех чылайччен шаккаса тăнă. Кÿршĕсем полици сотрудникĕсене чĕнетпĕр тесен, вăл кил-çурт алăкне тапса ватнă. Унтан, ÿсĕрскер, шала кĕнĕ. Хăй кÿршĕсене тĕкĕнмен пулсан та, вĕсен канăвне пăснă, çак тĕслĕхпе РФ Уголовнăй Кодексĕн 139 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Асăннă уголовлă ĕçе суда ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика