06 июня 2012 г.
Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа РФ Следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕн çул çитмен ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе 2011 тата кăçалхи 5 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Асăннă пайăн тĕп ĕçсенчен пĕри - çул çитмен ачасем тĕлĕшĕпе уголовлă ĕçсем туни. Çавна май çул çитмен 3 граждана пусмăрлани пирки суда ĕç тăратнă. Çул çитмен ачасем тĕлĕшпе тунă уголовлă ĕçсене Раççей следстви комитечĕ тĕплĕн тĕрĕслÿ ирттерет. Кунта çул çитмен ачасем тĕлĕшпе преступлени тунă граждансем мĕнлерех сăлтавпа ку е вăл преступление тунине пăхса тухаççĕ, опекăпа попечительство органĕсем, халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсем мĕнле шайра ĕçленине тишкереççĕ. Акă Куславкка хулинче пурăнакан пĕр гражданин хăйĕн 9 çулхи йăмăкне мăшкăлланă. Çакăн пек тискер, киревсĕр уголовлă ĕç тунăшăн ăна 11 çул та 6 уйăх ирĕклĕх правинчен хăтарнă. Çавăн пекех ЧР Аслă сучĕ Красноармейскинчи икĕ çынна 15 çулхи хĕр ачана мăшкăлланăшăн ирĕклĕх правинчен хăтармалла тунă.
Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕ асăннă уголовлă ĕçсене тупса палăртассипе, тунă преступленисемшĕн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарассипе комплекслă ĕçсем туса ирттерет, çакăн йышши преступленисем малашлăхра ан пулччăр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнать.