06 июня 2012 г.
Масарсене тирпейлĕ тытса тăрасси пирĕн, пурăнакансен, тивĕçĕ.
Çимĕк кунĕнче таса çăвана пырса кĕме пуриншĕн те кăмăллă. Çакна шута илсе ĕнтĕ эпир Эçпепесемпе Кивĕ Шулханта пурăнакансем пĕр каварлă пулса сăваплă вырăна йĕрке кĕртрĕмĕр. Çак ĕçре 30 çын вăй хучĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем З.Егорова, В.Яковлев тăрăшулăх кăтартрĕç. В.Яковлев ялти фермер хуçалăхĕн ертÿçи - масар хĕрринчи çÿп-çапа тиесе тухма трактор парса пулăшрĕ, хăйĕн машинипе халăха масар çине илсе кайрĕ. Кивĕ Шулхансене вара М.Портнов илсе кайрĕ. Пурте питĕ харсăр ĕçлерĕç, çÿп-çап куписем куç умĕнчех çухалса пычĕç. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров, çакăн пек пуçарулăх кăтартнăшăн, тав сăмахĕ каларĕ. Хăй те айккинче тăрса юлмарĕ халăхпа пĕрле ĕçлерĕ. Манăн уйрăмах палăртса хăварас килет Кивĕ Шулханта çуралса ÿснĕ халĕ Çĕпĕрте пурăнакан Людмила Зарубинăпа, Шупашкарта пурăнакан Евдокия Иванова пенсионеркăна, çавăн пекех Т.Павлова, Т.Назарова, Н.Степанов, Г.Иванова, Е.Селихова, Л.Лукин кашни çулах çăва çинче тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте хастар хутшăнаççĕ.