АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сурсан - кÿлĕ пулать

06 июня 2012 г.

Хăш-пĕр ялсенче пурăнакансем пĕр-пĕрин хушшинчи туслăхĕпе уйрăмах уйрăлса тăраççĕ. Ку е вăл ĕçе кам та пулин туса парасса кĕтсе тăмаççĕ. Пĕрле кар! тăрса пуçтарăнаççĕ те ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе туса та хураççĕ.

Акă Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакансем ялти Янтуш урамне каçса каймалли кĕпере кĕске вăхăт хушшинчех юсарĕç. Ял халăхĕн пурнăçĕнче кĕпер пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Нумай пулмасть вара кĕпер тăруках ишĕлсе аннă. Çимĕкчен çак кĕпере А.Никандров, А.Иванов, О.Александров, О.Иванов, А.Михайлов ял çыннисем «ура çине» тăратрĕç. Анатолий Михайлов хăйĕн килти тракторĕпе кирлĕ строительство материалĕсемпе тивĕçтерсе тăчĕ. Çавăн пекех Пĕчĕк Енккасси ялĕнче пурăнакансем те Çимĕк уявĕччен ахаль лармарĕç, ялти Ракета урамри çула райпо лавкки таранччен, 600-700 метра яхăн вак чул сарса якатрĕç. Малтанах кунта автомашинăсемпе пырса кĕме йывăрччĕ, çумăр çусан вара пушшех те. Çул сармалли материала Пĕчĕкенккассисем Аслă Чакри путвала салатса хатĕрленĕ. Хĕрлĕ кирпĕче ватса вĕтетнĕ хыççăн яла А.Петров хăйĕн тракторĕпе турттарнă. Çул çинчи шăтăк-путăксене сапланă, чула пусарнă çĕрте урамĕпех - 20 яхăн çын хутшăннă. А.Петровăн амăшĕ ĕçлекенсене кунĕпех вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Малашне ялти ытти урамсене те çакăн пек майпа якатса тухас кăмăллă кунта пурăнакансем.

Паллах, ĕçе йĕркелесе, пуçарса тăраканран нумай килет. Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванович пуçарулăх кăтартнипе, тăрăшнипе, халăхпа пĕрле килĕшсе ĕçленипе кĕске вăхăт хушшинчех пулса пычĕç çак ĕçсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика