06 июня 2012 г.
Районти 9, 11 классенчен вĕренсе тухакансем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене пĕрин хыçăн теприне тытаççĕ.
Акă иртнĕ эрне кун 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакан 121 вĕренекен Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта обществознани (84 ача), физика (25), хими (12) предмечĕсемпе экзамен тытрĕç. 9-мĕш класс ачисем вырăс чĕлхипе ППЭ çырчĕç. Кĕçнерни кун вара, июнĕн 7-мĕшĕнче, 11 класран вĕренсе тухакан 190 шкул ачи математика предмечĕпе экзамен тытĕç.