06 июня 2012 г.
Нумаях пулмасть Çиçтĕпепе Çитмĕшре «Ял кунĕ», Пăвакассинче «Вăйă» уявсем иртнĕ. Унта ялта пурăнакансем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ентешсем пуçтарăнса чаплă лару-тăрура савăннă. Ĕçре палăрнисене, ят-сумлă ватă çынсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем саламланă, тĕрлĕ спорт вăййисем ирттернĕ.
Çитмĕш ялне илес пулсассăн уява пухăннисене Г.Васильев ертсе пыракан «Çĕнĕ ятсем» ушкăнра юрлакан О.Васильевăпа А.Федорова уява илем кĕртнĕ. Пур ялсенче те суту-илÿ ĕçне йĕркеленĕ.