26 мая 2012 г.
Паян Раççей предпринимательлĕх кунĕ. Çак уяв умĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕ интеллектуаллă харпăрлăха сыхлас тĕлĕшпе 2011 çулта тата кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче туса ирттернĕ хăш-пĕр ĕçе пĕтĕмлетнĕ.
Следстви комитечĕ автор прависене хÿтĕлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. 2011 çулта вĕсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă май суда 5 уголовнăй ĕç ярса панă. РФ Уголовнăй кодексĕн 146 статйипе килĕшÿллĕн саккуна пăсакансене 6 çул таран ирĕк прависĕр хăварма, унсăр пуçне 500000 тенкĕ таран штраф та пама пултараççĕ. Анчах практика çакна пĕтĕмлетсе парать - ытларах чухне автор прависене пăсакансене 10000 тенкĕлĕх штрафлаççĕ.
Акă Çĕрпÿ район сучĕ «Майкрософт» фирма ячĕпе контрафактлă программăпа усă курса 64 пин те 930 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕшĕн В. гражданина тăкака пĕтĕмпех саплаштарма йышăну тунă. 2011 çултах Красноармейски район судне Я. гражданка пирки айăплав ĕçĕ ярса панă. Асăннă гражданка сутса тупăш тăвас тесе «Щелкунчик и крысиный король» фильмăн контрафактлă ДВД-дисксем упранă. Ăна сутма ирĕк илнисене 168000 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çавăншăн ăна 2 çуллăха ирĕк прависĕр (условлă майпа) хăварма йышăннă. Çак фактсем çынсене контрафактлă продукципе усă курни мĕн патне илсе çитерме пултарни çинчен шухăшлаттармаллах.