26 мая 2012 г.
Терроризма хирĕç тăрас, унпа кĕрешес, унăн шайне чакарас е пĕтĕмпех пĕтерес енĕпе çыхăннă тĕп ĕçсене 2006 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче йышăннă «Терроризма хирĕç тăрасси» 35 номерлĕ федераллă саккунра палăртнă. 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче йышăннă «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне пĕтĕмĕшле йĕркелес» саккунпа килĕшÿллĕн хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен терроризмпа экстремизма хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттермелле. Çÿлерех асăннă саккун çак ĕçе пурнăçлама муниципалитетлă района та ирĕк панă.
Раççей Федерацийĕн террора хирĕç кĕрешме палăртнă концепцин 15-мĕш пунктĕнче туса ирттермелли ĕçсене уйрăмах тĕплĕн палăртнă: вăл - терроризмла ĕçсем ан пулччăр тесе унăн сăлтавĕсене, майĕсене пĕтересси, халăха информаци çитерекен тĕрлĕ каналсем тăрăх терроризм идеологин витĕмне хирĕç тăрасси, социаллă пурнăçпа экономика, обществăпа политика, правăпа çыхăннă енсене пĕлтерĕшлĕ çутатса террорпа хăратакансене вăхăтра тупса палăртасси, террористла ĕçсем тума пултаракан çынсем пирки саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ĕçсем туса ирттересси. Унсăр пуçне çак ĕç шутне профилактика ĕçĕсем ирттересси, вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисен халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче çак енĕпе пурнăçламалли ĕçсене çирĕплетесси, çак тăрăхра пурăнакансене чи малтан кирлĕ инфратытăма террорла актсем тăвассинчен сыхласси, терроризма хирĕç кĕрешекенсене, çак усал пулăма курса шар курнисене пулăшу тĕлĕшĕнчи нормативлă актсене вăхăт ыйтнă пек çĕнетесси тата ытти те кĕрет.