26 мая 2012 г.
Майăн 22-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсем Çветтуй Микулай кунне паллă тăваççĕ. Арапуç ялĕнче пурăнакансемшĕн çак кун иккĕллĕ уяв килсе тухать: ял тата чиркÿ уявĕ, мĕншĕн тесен ялти чиркÿ шăпах Çветтуй Микулай ячĕллĕ.
Нумай çул хушши чиркÿ тĕрлĕ сăлтавсене пула хупăнса ларнă пулнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă хыççăн Арапуçсем ялти чиркĕве çĕнĕрен «чĕртсе» яма шутланă. 2006 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче чиркÿ ял халăхĕ валли алăкĕсене уçнă. Чиркĕве çĕнĕрен уçас ĕçре Арапуçĕнче пурăнакансем пысăк тÿпе хывнă - «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Г.Тимофеев, «Юман» тулли мар яваплă общество руководителĕ Н.Петров, «Чăвашметалл» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Л.Максимов, Арапуçĕнче çуралса ÿснĕ, шахтер пулнă И.Белов пенсионер.
Юлашки иккĕмĕш çул ĕнтĕ Арапуçĕнче ял уявĕ Çветтуй Микулай кунне халалласа иртет. Ял халăхĕ Çветтуй Микулай ячĕллĕ чиркÿре йышлăн пухăнчĕ.
Тĕп мероприятисем вара стадионта иртрĕç. Уява Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ял тăрăхĕнче иртнĕ культурăпа массăллă мероприятисене активлă хутшăннă ĕçченсене Хисеп хучĕсем пачĕ. Район администрацийĕн ячĕпе организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов саламларĕ, Арапуçĕнчи Культурăпа кану çурчĕн коллективне ăнăçлă ĕçленĕшĕн, ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн Тав хучĕ парса чысларĕ. Çавăн пекех ял халăхне уяв ячĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ И.Законов, «Поддержка» страховани компанийĕн Вăрмарти представителĕ Л.Андреева саламларĕç. Саламлă сăмахсем хыççăн ял халăхĕ валли савăнăçлă концерт иртрĕ. Спорт мероприятийĕсем те тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: турник çинче туртăнасси, вăрăмăшне сикесси, футбол, волейбол, армрестлинг, кĕрешесси. Ăмăрту çĕнтерÿçисем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен уява йĕркелесе ирттерсе яма Г.Владимиров, И.Законов, Н.Мельков, И.Белов пулăшу кÿнĕ.
Уяв каçченех тăсăлчĕ. Ял халăхĕ кăмăллă юлчĕ.