26 мая 2012 г.
Н.Иванов - Пархатар Шăхальте 1937 çулхи майăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи тата музыкăпа педагогика факультечĕсенчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ шкулсенче вырăс тата чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Педагог, баянист, композитор. Вăрмар вăтам шкулĕнче музыка учителĕнче ĕçленĕ, ачасен музыка шкулĕнче баянпа калама вĕрентнĕ. 1971-1992 çулсенче вăл - Вăрмар музыка шкулĕн, 1992-2000 çулсенче искусство шкулĕн директорĕ, 2000 çултанпа директор çумĕ. Унăн 30 ытла вĕренекенĕ музыка енĕпе вăтам е аслă пĕлÿ илнĕ. Николай Иванов - Пархатар - 100 ытла пĕччен тата хорпа, 50 ытла - ачасем юрламалли, 3 - вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ тата баян ансамблĕсем валли çырнă кĕвĕсен, 80 ытла эстрада юррисен авторĕ. Николай Прокопьевич хĕрĕх çул ытла литература ĕçне те хутшăнать. Поэт, прозаик, очеркист, Раççей Писателĕсен, Журналисчĕсен союзĕн, Пĕтĕм тĕнчери баталист-маринист писателĕсен ассоциацийĕн, Чăваш композиторĕсен, Пĕтĕм тĕнчери композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин культурăн, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РСФСР Музыка обществин отличникĕ, республикăри Алексей Таливирпа Василий Алендей ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, нумай-нумай фестивальсемпе конкурссен çĕнтерÿçи, Чăваш халăх академикĕ.