АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене мухтав

26 мая 2012 г.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине чаплă лару-тăрура çĕршывĕпех уявларĕç. Анчах ветерансене çак кун çеç чыслани çителĕксĕр, çавăнпа та Эçпепесем вĕсене каярах та сума сăвас терĕç. Çав ятпа вăрçă ветеранĕсене, çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă çар çыннисен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене, пĕрле пухса куççуль витĕр килнĕ уявпа тепĕр хут чысларĕç.

Пысăках мар Эçпепе ялĕнчен вăрçă хирне 130 яшпа хĕр тухса кайнă, 76-шĕ унтах выртса юлнă, 54-шĕ киле таврăннă. Паян ялта икĕ вăрçă участникĕ - А.Петров, М.Васильев, салтакĕсен тăватă тăлăх арăмĕ - Т.Николаева, М.Ложкина, Е.Борькова, Т.Николаева тата 13 тыл ĕçченĕ.

- Манман-ха вăрçă суранне, иртни тухмасть-ха халь те манăçа, аса илсен шăпăртатать куççулĕ... Çакăн пек сăвă йĕркисемпе пуçларĕ сăмахне ялти Культура çурчĕн заведующийĕ Т.Иванова кунта пухăннисене чысланă май. Малалла ватăсене Кĕтеснер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров тĕлĕнмелле паттăрлăхпа чăтăмлăхшăн, хăюлăхпа пуçарулăхшăн, чун пуянлăхĕпе ырă кăмăлĕсемшĕн чĕререн тав сăмахĕ каларĕ. «Нумай çухатупа пулин те, эсир юн тăкса халăха çакăн пек лайăх пурнăç парнелерĕр», - терĕ.

Шкул ачисем килнисене чуна пырса тивмелле сăвă йĕркисем вуласа пачĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене хăйсен уяв концерчĕпе савăнтарчĕç. Уяв çавра сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. Ватăсем салтак пăттине ас тивсе пăхнă вăхăтра хăйсем вăрçă вăхăтĕнче юрланă юрăсене аса илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика