26 мая 2012 г.
Чăвашсемшĕн чи сăваплă вырăнсенчен пĕри - ял масарĕ. Вăл типтерлĕ шайра пулни хамăрăн несĕлсене мĕнле сума суни çинчен калать.
Кивĕ Вăрмарсем вара çакна çÿллĕ шайра тытма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕрех ниме йĕркипе унăн территорине кивĕ курăксемпе çулçăсенчен, тĕрлĕ çÿп-çапран тасатас, картана йĕркелес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех мĕн палăртнине тума çук, çавăнпа та кăçал та ял халăхĕ сăваплă вырăна тирпей-илем кĕртме иртнĕ шăмат кунпа вырсарни кун тухрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Борисов ĕçе йĕркелесе пынипе тата «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров карта тытма каштасем парса пулăшнипе ĕç кал-кал пычĕ. Туса ирттерекен ĕçпе паллашма район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та килсе кайрĕ. Икĕ кун хушшинче ялти 7 касра пурăнакан 70 ытла çын çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕ. Арçынсем ватăлнă йывăçсене касса тирпейлесе, юпасене тикĕслесе шитти тытрĕç. Хĕрарăмсен ытларах пайĕ пуçтарăннă кивĕ çулçăсемпе вак туратсене пуçтарчĕ.
«Халăх сурсан кÿлĕ пулать» каларăш тÿрре килчĕ - ваттисем канлĕх тупнă вырăн халĕ çимĕке килекенсене хăйĕн типтерлĕхĕпе кĕтсе илĕ.