26 мая 2012 г.
Раççей предпринимательлĕх кунĕ умĕн Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансем хăйсен уявне ирттерме пуçтарăнчĕç. Предпринимательлĕх ĕçĕпе пирĕн районта юридици сăпатĕнчи 122, 759 уйрăм çын предприниматель вăй хураççĕ. Çакă экономика сферинче тăрăшакансен 43,7 проценчĕпе танлашнине эпир хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ те, анчах çак структурăра ĕçлекенсем районта мĕн чухлĕ пулнине тепĕр хут асăнсан та ытлашши пулмĕ.
Хăйсен ĕçне уçса халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракансене сцена çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн пуçлăхĕ - вак предпринимательствăна пулăшас енĕпе ĕçлекен районти координаци канашĕн председателĕ А.Тихонов, экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова пухăннисене саламларĕç. Вак тата вăтам бизнес пирĕн районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, çакна республика, çĕршыв шайĕнче те ăнланнине, патшалăх енчен хушма пулăшу парса пулăшнине палăртрĕç. Çакна патшалăх енчен çăмăллăх кредитсем илме майсем туса пани, предпринимательство ĕçне пуçăнакансем ăнăçлă бизнес-проектсем туса тăратса тĕрлĕ грантсем çĕнсе илни те çирĕплетсе парать. Предпринимательствăра çитĕнÿсем тунăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн грамотине С.Белоусова, С.Афанасьев, С.Таратин, Л.Ларионова, Е.Лаврентьев, Тав çырăвне Н.Мельков, В.Мишин, Т.Иванова, А.Хованский, М.Павлова, Е.Платнова, Е.Степанова, Л.Молостовкина, Н.Александров, Ю.Иванов, О.Михайлова тивĕçрĕç. «Россельхозбанк» филиалĕн ертÿçи А.Максимова, «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри уйрăмĕн Вăрмарти страхлакан пайĕн пуçлăхĕ И.Алексеева хăйсен патĕнче кашни çулах страхованипе çыхăннă операцисене пурнăçлакан клиентсене парнесем парса чысларĕç.