26 мая 2012 г.
Ăс-хакăлпа çут ĕçĕнчи çак пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн районти Культурăпа кану центрĕнче ялсенчи муниципаллă библиотекăсем хушшинче иртекен «XXI ĕмĕрти ял библиотеки» конкурсăн финалĕн пĕтĕмлетĕвĕ те иртнĕ. Тупăшăвăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне ялти тăхăр библиотека тухнă - Арапуçсем, Пысăкенккассисем, Урнарсем, Кавалсем, Кĕтеснерсем, Кивĕшулхансем, Чулкассем, Анаткассем, Чупайсем. Вĕсенче ĕçлекенсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне сцена çинчен пултаруллă инсценировка, юрăсем урлă уçса пачĕç. Вĕсен пĕлтерĕшлĕ ĕçне залра ларакансем патне çитерме ял тăрăхĕсенчи вуншар вулавçă пулăшрĕ.
Библиотека ĕçченĕсене райадминистрацин организаципе контроль пайĕн начальникĕ Н.Павлов, культура пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Л.Голубева саламларĕç. Хăйсен ĕçне нумай çул хушши кăмăлпа пурнăçланăшăн тĕп библиотекăн ертсе пыракан библиотекарĕ Г.Корытникова, Шăплат библиотекин заведующийĕ С.Александрова ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вăрмарти тĕп тата ача-пăча библиотекисен коллективĕсене Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвĕсене панă.