АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăшĕ пур, вĕçĕ пулать...

26 мая 2012 г.

Иртнĕ кунсенче Пинерте 160 ача вĕренмелли çĕнĕ шкул тăвас ĕç пуçланчĕ. Вăл çак ялта çуралса ÿснĕ районти пĕрремĕш Олимп чемпионĕн В.Соколовăн ячĕпе хисепленсе тăрĕ.

Шкула хăпартас ĕçе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ хăй пурнăçлĕ. Пулас шкула хăпартса лартмалли вырăна хатĕрлессипе, никĕс хывма çĕр лаптăкне чавассипе ĕçсем пуçланчĕç. Кунта ĕç-пуç еплерех пынипе кăсăкланса район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ Н.Зайцев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ шайри пуçлăхсем çĕнĕ шкула туса лартассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, ĕç планĕпе паллашрĕç. Пĕтĕмĕшле шкула хăпартса лартас ĕç палăртнă тăрăх 11 уйăха тăсăлмалла.

Пинер ял тăрăхĕнче çамрăк çемьесем йышлă, апла пулсан ачасен çураласлăхĕ те пысăк. Акă 2011 çулта 19 ача çуралнă, 2012 çулхи çак кун тĕлне - 5 ача.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика