26 мая 2012 г.
Майăн 24-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 20-мĕш ларăвĕ иртнĕ.
Кун йĕрки анлă пулнă, 9 ыйту пăхса тухнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ республика шайĕнчи законодательствăсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннисем: ЧР Конституцине улшăнусем кĕртесси, Чăваш Республикин Пуçлăхне суйламалли саккун проектне сÿтсе явасси, Чăваш Республикинчи хăй тытăмлăх органĕсенче суйлав ирттересси. Уйрăммăн район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусенчен çаксем пĕлтерĕшлĕ - Вăрмар районĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогнозла плана çирĕплетесси, 2011 çулта çак енĕпе туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетесси, районти агропромышленность комплексне аталантарассипе çыхăннă тĕллевлĕ муниципаллă программăна улшăнусем кĕртесси. Çавăн пекех ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Тивĕçлĕ решенисем йышăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ял хуçалăхăн çурхи ĕçĕсем епле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Депутатсем те çур аки ĕçĕ мĕнле пулса пынă пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.