АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр тапхăра килнĕ ачалăх

26 мая 2012 г.

Вăрçă! Юнлă вăрçă! Чи хăрушă хыпар! Гитлер çĕршыв çине сасартăк тискерле тапăннă, пиншер ял-хула çунса кĕлленнĕ.

Фашист мухтаннă та шутланă

Пăхăнтартма Раççей çĕрне,

Урса кайсах вăл хăлаçланнă

Çĕршыв чĕри - Мускав патне.

Аннемĕрсем куççулĕ витĕр

Мăшрисене, ачисене,

Чĕри çунса тапсан та питĕ

Ăсатнă вăрçăн вут-хĕмне.

Вĕсен чун-чĕрисем епле ыратнине, хурланнине каласа та параймăн. Вăрçа васкавлăн кайма ялти арçынсем патне повесткăсем кунсерен йышлăн килсех тăчĕç.

Урамсенче карталанса çитĕннĕ арçынсем аллисене тĕрлĕ тутăрсен çыххисене тытса сулмаклăн сулласа, чĕрене тивекен хурлăхлă юррисене юрласа, кĕç-вĕç вăрçă хĕмне кĕрекен пулас салтаксем килĕрен-киле кĕрсе сывпуллашса тухатчĕç. Ăсатакансен куçĕнчен вĕри куççулĕ шăпăртататчĕ. Вăрçа кайма пирĕн аттен те черетлĕ шăпи тухрĕ. Тăватă хĕр те пĕр ывăлпа, кукамайпа пĕрле хамăр тăвансемпе, кÿршĕсемпе аттене вăрçа ăсатрăмăр. Вăл килтен кайнă чух пурте макăрса юлтăмăр. Анне пĕрмаях: «Сире епле пăхса ÿстерĕп-ши?» - тесе куççульпе талса макăратчĕ. Эпир те вăл макăрнине кура час-часах унпа пĕрле ĕсĕклеттĕмĕр. Пурнăç йывăрланчĕ, кил хуçи çуккине те эпир лайăх ăнланнă.

Аннепе аппасем, кукамай та çĕр улмине çÿхен чĕлсе кăмакара сарлака çатмасемпе типĕтсе хутаççи-хутаççипе салтаксем валли ăсататчĕç. Вĕсемех вăрçăра çапăçакансем валли нуски-алсиш, чăлха мăшăрĕ-мăшăрĕпе çыхса хатĕрлетчĕç, ярса паратчĕç. Кашнин чĕринче тăшмансене курайманлăх вăйĕ ÿссе пыратчĕ. Çавăнпа ял-йыш мĕн пур вăй-халне парса, лачкам тара ÿкиччен колхозра ĕçленĕ, пирĕннисем фашистсене пурпĕрех çĕнтерессе ĕненнĕ, шаннă.

Эпир хамăр та мĕн ачаранах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, çĕр улми лартнă, çурлапа тырă вырнă, пахча çимĕç лартса ÿстернĕ, алă усса ларман. Уй-хирти тырра çурлапа вырса кĕлтесем, çĕмелсем, капансем тунă, кайран йĕтемре çапса пĕрчĕллĕ тырă хатĕрленĕ. Ун чух комбайнсем пулманнине пула пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. Пухнă тырра лашасемпе, вăкăрсемпе райцентрти элеватора турттарнă. Ăна та вăрçă хĕмĕнчи салтаксем валли хатĕрлесе ăсатнă.

Килте çимелли нимех те çукчĕ. Аппасемпе пĕрле мăян вăррисене иртсе çÿреттĕмĕр, çурхи кунсем çитсен пĕлтĕрхи çулхи çĕр улми анисем тăрăх крахмаллă çĕр улми пуçтарнă.

Колхоз ĕçне кăнтăрлахи апатра пысăк хуранпа пĕçернĕ пăрçа яшкине çиессишĕн те çÿренĕ, выçă хырăма унпа та йăпатнă. Çемьери çичĕ çынна кунсерен мĕн те пулин çитерсе выçă вилесрен хăтармаллах пулнă. Çавна май колхозри тата килти пахча çимĕçне те çисе йăпанса пурăннă.

Шкулта вĕренме кĕнеке-тетрадь, ручка-кăранташ, перо, чернилсем пулманпа пĕрехчĕ. Тетрадь вырăнне кĕнекесем, хаçатсем çине çыраттăмăр, чернилне юман çăпанĕсенчен, кăмака хăрăмĕсенчен тунă. Çырни нумая пымастчĕ, тĕксĕмленнине вулама та йывăрччĕ. Сăрăллă кăранташсемпе, акварельпе сайра хутра çеç усă курнă. Вĕсемпе ÿкернĕ чи лайăх ÿкерчĕксене шкул конкурсĕсене тăрататтăмăр, вĕсене активлăн хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса шкул дирекцийĕ пире хавхалантаратчĕ. Час-часах конкурссенче вăрçă теми пулнă. Пирĕннисем фашистсене çапса аркатни çинчен ÿкереттĕмĕр.

Пысăк тăхтавсенче шкултан аякрах мар пурăнакансем киле чупатчĕç. Анне пире кăмакана хывнă çĕр улми парса яратчĕ, унпа шкултан киле киличченех пурăннă. Çимеллисенчен хырнă çĕр улми çине пĕр-икĕ ывăç çăнăх е хывăх ярса пĕçернĕ çăкăр та асрах. Ку çимĕç те, мăян-крахмал пашалăвĕ, кăмакана хывнă çĕр улми, кĕркуннехи пахча çимĕç те пире выçă вилме паман.

Ача-пăча - ачах вăл. Хырăм хĕсĕк пулсан та физкультурăна пăрахман. Çулла лапталла, мечĕкле, футболла, шарла, пытанмалла, чупмалла, сикмелле вылянă. Вăрçăлла вылясси йăлана кĕнĕччĕ. Тăшмана çĕнтерсен «Ура! Ура!» сассем янăратчĕç.

Тăван Шăхаль ял варринче йăмра-хăвалăх хушшипе Шарпаш шывĕ илемлĕн çĕнĕ кĕвĕ юррипе юхса выртать. Хĕлле кунта коньки-çунашкасемпе пăр тăрăх ярăнаттăмăр. Сарапай сăрчĕ вара пурне те йĕлтĕрпе, çунасемпе ярăнма йыхăратчĕ. Сăрт тулли ачасен шавĕ, çухрашни, выляни тавралăха уçă сассемпе çĕклетчĕ. Çулла Шарпаш юхан шыв хĕрне кÿршĕ-юлташсемпе пулла, шыва кĕме тăтăшах çÿренĕ. Çимĕкчен кам нумай кĕрет, çав çĕнтерекен пулатчĕ. Хăвăрт ишме, аякка чăмма та Шарпаш пĕвисенче хамăр тĕллĕнех вĕреннĕ. Кунтах пулă тытнисем те асрах. Çутта, çуйăн, шывçи, караç пулăсемччĕ. Пĕчĕк витресене тултарса хавассăн киле таврăнаттăмăр. Пуллисене тасатса пулă яшки пĕçереттĕмĕр. Çемйипех юратса çиеттĕмĕр ăна. Темле йывăр пулсан та анне килте выльăх-чĕрлĕх усратчĕ. Выльăх юр-варĕ пĕртен-пĕр вăй-хал паракан çимĕç пулнă. Çавна май эпир кÿршĕри тус-юлташсемпе Сарапай, Çăкăр вар, Тинклер сăрчĕсене выльăха çитерме кĕтĕве хамăрах çÿреттĕмĕр. Анне пир хутаçпа кунĕпе пурăнмалăх апат-çимĕç парса яратчĕ. Кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра та ахаль ларман, сăвăсем каланă, юрланă, вылянă, ăмăртнă, чупнă, сывлăха çирĕплетнĕ. Картуссем ăшне тусан тултарса çÿлелле ывăтаттăмăр. Персе ансан тусанĕ таврана сарăлсан: «Бомба ÿксе çурăлчĕ, - теттĕмĕр, - нимĕçсене çĕнтертĕмĕр! Ура! Ура!» - тесе вăрçăлла вылянă. Хамăр ачасем çеç пулсан та çĕнтерÿ пирĕн пуласса шаннă, ĕненнĕ.

Уй-хирте тыр-пула пухса кĕртнĕ хыççăн тус-тантăшсемпе пучах пуçтарма çÿренĕ. Эпир çулсеренех çак ĕçе те кÿлĕннĕ. Кайран хутаçпа пуçтарнă тулă пĕрчисене килте ал арманĕпе авăртсан кĕрпе яшки пĕçерсе çиеттĕмĕр. Вăрçă çулĕсенчи пурнăç тапхăрĕ темле йывăр пулсан та ял-йышсем, ача-пăчасем çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Кÿршĕрен вăрçа кайнисен килĕсене пĕрин хыççăн теприн патне вилни е çапăçура çухални çинчен калакан хутсем килни пурин чĕрисенче те пысăк хуйхă, нимпе виçейми асаплăх, хĕн-хурлăх çуратнă. Тăлăха юлнисен сăн-пичĕ хурлăх куççулĕпе йĕпеннĕ. Совет çĕршывĕ фашистсене тĕпрен çапса аркатрĕ. Вăрçă пĕтрĕ! Çĕнтерÿ! Савăнăçлă куççуль! Нумай-нумай хĕн-хур, асап кÿчĕç вăрçă çулĕсем. Вăрçă хыççăн тăлăха юлнă çемьесене, вĕсен ачисене, тăванĕсене сахал мар нуша кăтартнă. Нихăçан та урăх вăрçă ан пултăр, тÿпе таса тăтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика