26 мая 2012 г.
Вăрçă чарăннăранпа 67 çул çитрĕ. Манмалла пек те туйăнать мĕн тÿснине.
Ăçтан манăн-ха сивĕ, тĕттĕм кăмака çинче ларнине, мăян, çĕрĕк çĕр улми пуçтарнине, кашни кун вăрмантан шĕшкĕ çапписене касса çĕклесе килнине, ирхине килĕрен-киле вут чĕртме кăвар шыраса çÿренине, кĕлпе кĕпе çунине, шкулта чернил ан шăнтăр тесе хĕве чиксе ларнине... Лаша вырăнне суха пуç хушшине тăрса çĕр улми лартнине, кĕркунне, çĕр шăнсан, колхоз уй-хирĕнче тимĕр кĕреçепе е пуртăпа çĕр улми кăларнине.
Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман. 1946-мĕш çулта çумăр çуман пирки акнă тырă шăтмарĕ. Выçлăх. 1949-мĕш çулчченех çĕр улмине хырса мăян çăнăхĕпе çăрса хуп-хура çăкăр çирĕмĕр. Шкулсене сайра-хутра çеç хутатчĕç. Шкула хутса ăшăтма шкул ачисене те вутă хатĕрлеме илсе каятчĕç. 1947 çулта Тăвай районĕнчи Тĕмер вăрманне касма ячĕç. Каймастăн - шкултан кăларса яраççĕ. Кутамккана çĕр улми çăкăрĕ чиксе, пăчкă-пуртă илсе çурран 20 ытла çухрăма тухса кайрăмăр. Çитрĕмĕр. Эпир çынсем мĕнле вăрман каснине те курман. Юрать тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Пирĕнпе юнашарах Тĕмер арçыннисем те вăрман касатчĕç. Эпир асапланнине курчĕç те пирĕн пата пĕр ватă арçын пырса мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарчĕ. Виçĕ кун асаплантăмăр, çăкăр та пĕтрĕ, çăпата та çĕтĕлсе тухрĕ. Каçпа киле таврăнтăмăр. Кĕркунне çитсен çав вутта турттарма каллех пире ячĕç. Лаша çук пирки вăкăрпа кайма лекрĕ. Çитĕннĕ çынсем колхозра ĕçлеме çитместчĕç, лашисем сахал.Кÿлме пĕлнĕ-пĕлмен вăкăрсене арçын ачасем кÿлсе пачĕç, вăрман турттартăмăр . Кайманнисене шкултан кăларса ячĕç. Тата вăл вăхăтра вăтам шкулта вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Вара пирĕн класри 48 ачаран 19-шĕ 9-мĕш класа куçрĕ. Хăшĕсем тăхăнмалли çуккипе те вĕренеймерĕç. Юрать ашшĕсем вăрçăра вилнĕ ачасенчен укçа илместчĕç. Тăхăнмалли çуккипе атте-аннесем хăйсен кĕрĕк-сăхманĕсенчен тумтир çĕлесе паратчĕç. Урана тăхăнмалли çăпата тĕпне йывăç шакмак çыпăçтарса панă. Çапла тертленсе 10 класс вĕренсе пĕтертĕмĕр. Укçа çук пулсан та Шупашкара кайса экзамен тытрăмăр, унта пурăнма пире общежити те çук терĕç. Тавах ун чухне пединститутра хамăр ял çынни, Кузьма Васильевич Элле ăсчах ĕçлетчĕ. Эпир пиллĕкĕн пулнă. Вĕсенчен пĕри Кузьма Васильевичсен тăванĕччĕ. «Ачасем, Канашра вĕрентекенсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕ уçăлнă. Çавăнта каймастăр-и?» - терĕ пире Кузьма Васильевич. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Вара пире вĕренме илчĕç, общежити те пачĕç. Киле кашни эрнерех çÿренĕ, çимелли илсе килмелле пулнă. Çапла икĕ çул вĕренсе тухнă. Вара ĕçлеме пуçларăмăр. Майĕпен пурнăç та майлашăнса пычĕ.