23 мая 2012 г.
Урамра капăр çуркунне хуçаланать. Йĕри-тавра сип-симĕс йывăçсем куçа илĕртмелле лараççĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах сад пахчисем юмахри пек туйăнаççĕ. Чие, слива йывăçĕсем, улмуççисем шап-шур пĕркенчĕкпе витĕннĕ евĕр илемлĕн курăнаççĕ. Çак йывăçсем çумĕпе иртсен сăмсана тутлă шăршă кăтăклантарать. Ирхине хĕвел тухсанах вара йывăçсем çинче вĕлле хурчĕсем сĕрлеççĕ, пылак сĕткен пуçтараççĕ. Вăрманта та илемлĕх хуçаланать. Юр кайса пĕтнĕ хыççăнах тухнă çеçпĕлсем чи хитрисем те илĕртÿллисем. Вăрманти йывăçсем те симĕс тум тăхăннă. Авă йăрăс пÿллĕ хитре хурăн ем-ешĕл çулçисемпе вăштăр-вăштăр çилпе чÿхĕнсе тем пăшăлтатнăн туйăнать. Çав хурăн çумне пырса таянса тăрсан хăвна çăмăллăн туятăн. Ахальтен каламан пуль çав ваттисем: «Кашни йывăçăн хăйĕн илемĕпе пĕрлех усси те пур. Вăрманта хальхи вăхăтра сывлăш уçă та сиплĕ. Кайăксем хăйсен юррипе таврара тÿлевсĕр концерт кăтартнă евĕр хитре кĕвĕсем шăрантараççĕ. Юрататăп эпĕ хамăн тăван тавралăха. Хам çырма хĕрринче пурăннă май, эпĕ çырма-çатра ан ишĕлтĕр тесе кашни çулах унта йывăçсем лартатăп. Хам лартнă йывăçсем ÿсни мана уйрăмах савăнтарать. Эпĕ унта чăрăш, çăка, хурăн лартнă. Йывăçсем ÿснине яланах сăнаса тăратăп.