23 мая 2012 г.
Раççей предпринимательствин кунне халалласа поселокри стадионта вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансем, уйрăм çын предпринимательсем хушшинче спартакиада иртнĕ. Ăна уçнă çĕрте райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин пуçлăхĕ А.Веселовский хутшăннă, район экономикине аталантарассишĕн тăрăшса вăй хуракансене ăнăçу суннă. Спартакиадăра производствăра, халăха тÿлевлĕ пулăшу парассипе, суту-илÿ ĕçĕнче вăй хуракансем тупăшнă. Кунта дартс енĕпе, карçинккана мечĕк тĕл перессипе, 100 тата 60 метрлă дистанцисене чупассипе ăмăртусем иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ.