23 мая 2012 г.
«Ал ĕçне пĕлекен выçă вилмен», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкрен. Вăхăтсем улшăннă, анчах каларăшăн шухăш тĕшши юлнă. Тĕп ĕçре шалу илетĕн пулсан та хушма ĕç те тупăш кÿрет. Арапуçĕнчи «Теремок» ача сачĕн 2-мĕш кĕçĕн ушкăнри воспитателĕ Н.Васильева чăваш халăхĕн этнокультура йăли-йĕркисене - тĕрлесси, вĕтĕ шăрçасемпе тумтирсене хитрелетесси, кăçатă, пушăт хуçса япаласем тăвасси, хăва хуллисенчен карçинккасем çыхасси - вĕрентнĕ май, ачасем пĕчĕкренех вĕсене ăсталассине ăша хывса пурăна киле хушма професси илме, «çăкăр çисе илме» май пултăрччĕ тесе те тăрăшать. Çăпата сырса çÿресси хыçала юлнă пулин те, аваллăхпа кăсăкланакансен йышĕ ÿссех пырать, çулсем иртнĕ май ĕлĕкхи эрешлĕ япаласене хăйсен килĕнче курас текенсем йышлансах пыраççĕ.
Кам-ха ачасене çак е урăх ĕç çинчен тĕплĕн ăнлантарса пама пултарĕ; Паллах, куллен ăна туса пыракан. Çавăнпа та Надежда Васильевна ачасемпе паллă ăста патĕнче - хушпу, тухья ăсталакан ытти тăхăнмалли япаласене шăрçасемпе хитрелетекен Н.Ефимова, тĕрлесе карçинккасем хатĕрлекен Н.Белова, кăçатă йăваласа ырă ята тивĕçнĕ В.Петров патĕнче пулаççĕ. Виталий Хрисанович патĕнче юлашки хут пулнă вăхăтра ăстаçă ачасен куçĕ умĕнчех шурă сурăх çăмĕнчен вĕт-шанкăсем тăхăнмалли кăçатă туса пачĕ. Çак ĕç мĕнле пулса пынине ачасем питĕ тимлĕн сăнарĕç. Тимлесен вара темĕн те пулать. Çавăнпа та тепрер темиçе çултан çынсем Арапуç çамрăкĕсем йăваланă кăçатă тăхăнасса, уявсенче шăрçапа хитрелетнĕ чăваш тумтирĕ тăхăннă артистсене сцена çинче курасса шанас килет. Çапла халăх культури те упранса юлать, ĕçлекене хушма тупăш илме те майсем туса парать.