23 мая 2012 г.
100 çул каялла чăваш хресченне «бизнес» сăмах каланă пулсассăн ку мĕнле айван çын, ăçтан килнĕ тесе калатчĕ те пулĕ (акăлчан чĕлхинчен килнĕ сăмахăн пĕлтерĕшĕ анлă - вăл харпăрлăх ĕçĕ йĕркеленипе, суту-илÿпе çыхăннă), çав вăхăтрах хăй çак ĕçе кÿлĕннĕ пулин те. Вăхăтсем иртеççĕ, терминсем улшăнаççĕ, хальхи предпринимательсем «усламçă» тесен кÿренме те пултарĕç. Çавăнпа та кăштах историе кĕрсе пăхар, чи малтанах ял хуçалăхне илер.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççей общинăсенчен тăракан аграрлă çĕршыв пулнă май курăмлă аталанăва çывăх вăхăтра кĕтсе илме май килмен. Çавăнпа та 1906 çулта Министрсен Совечĕн Председателĕ П.Столыпин хăйĕн Указĕпе хресченсене общинăран тухса уйрăм хуçалăхсем йĕркелеме ирĕк панă. Чăваш Енре хресченсен пĕр пайĕ унпа анлă усă курма тытăннă. Акă Кивĕ Арапуç вулăсĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнчи хресченсем - пурĕ 41 çемье - 1915 çул тĕлне уйрăм хуçалăхпа пурăнма пуçланă, туса илнĕ тĕш-тыррине выльăх-чĕрлĕхне ирĕклĕн сутма пултарнă. Çĕр ĕçченĕсен усламĕ (бизнесĕ) çак вăхăтран пуçланнă. Анчах ăна 1917 çулхи пăлхаварлă пулăмсем татнă.
Кивĕ Вăрмар тĕслĕхне илтĕмĕр пулсан, çак ялтанах малалла каяр-ха.
Çăпата хуçнă, сутнă, йывăçран пÿрт-çурт касакан, чулран нÿхреп купалакан ăстасем пулнă. Юлашкисен шутне Ф.Исаевпа Ф.Эверскова кĕртмелле. Вĕсем тунă нÿхрепсем паян кун та çынсене усă кÿреççĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕ тĕлне çак ĕçпе ĕçлесе пурăнакан çынсен йышĕ вуншар-вуншара çитнĕ. Эртелĕ-эртелĕпе вĕрен явса ялтан яла - чăваш, тутар ялĕсем тăрăх çÿренĕ. Анчах та ку сезонлăх, килти ĕçсем вĕçленсен пурнăçламаллисем çеç пулнăран, хăшĕсем çулталăкĕпех пурăнма май паракан ĕç шыранă. Акă Якури çырми хĕрринче Якури ятлă пир тĕртекен тата çĕвĕçĕ пурăннă теççĕ. Вăл кантăр акса унран пир тунă та япаласем çĕленĕ пулать. XX ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче выльăх тирĕ тăвасси аталанса каять. Çăм атă тăвасси та аталаннă.
Çырмасем хĕррине ларса тухнă ялта армансемсĕр пулман ĕнтĕ. Пĕтĕмпе çăнăх авăртакан 3 шыв арманĕ - Тури арман, Вăтаçĕр арман, Аялти арман пулнă. Тури арман хуçи малтан Ф.Ефимов, каярах Чăмăш Петри пулса тăнă. Çăнăх авăртса çулталăкне вăл 276 тенкĕ тупăш илнĕ. Тепĕр арманăн хуçи Н.Данилов пулнă, вăл вара çулталăкне 182 тенкĕлĕх пайта тунă. В.Шалин арманĕ паракан тупăш 130 тенкĕпе танлашнă.
Çил арманĕ те пулнă ялта. И.Васильев тытса тăнă, çулталăкне 175 тенкĕ таран тупăш илнĕ. Çÿлерех асăннă Ф.Ефимовах лаша вăйĕпе ĕçлекен кĕрпе арманĕ те тытнă. Çакă та ăна çулталăкне 35 тенкĕ укçа панă.
Мĕнле ял тимĕрçĕ лаççисĕр; Вăл Ф.Фомин аллинче пулнă, çулталăкне 42 тенкĕ тупăш илнĕ унтан хуçа. (Ку пурте 1902 çулхи кăтартусем).
1905-1911 çулсенче пичке-катка тăвакан икĕ çынна шута илнĕ ялта. Çак ĕçрен çулталăкне 35 тенкĕ патне тупăш кăларнă вĕсем. Лавкка тытакан уйрăм çынсем те пулнă. Хăшĕ-пĕрисене асăнар-ха. Акă пĕр тăван Савин Васильевичпа Иван Васильевич хăйсен лавккинче тĕрлĕ пусма, çипсем сутнă, халăхран çăмарта пуçтарнă. Виçпÿртри Иван Федорович вара тĕрлĕ кăнахвит-премĕк, мăйăр сем сутнă. Çавăн пекех Филипп Никифорович (Виçпÿрт), Пуян Энри (Виçпÿрт), Соленăй Энри (Çĕнкас) лавккасем тытни паллă. (Кунта вĕсен ячĕсене ялта мĕнле калаççĕ, çавăн пекех çырма тивет, мĕншĕн тесен халĕ хушамачĕсене палăртма йывăр). Иван Романович вара хăйĕн лавккине Вăрмар станцийĕнче тытнă. 1914 çулта Кавал ялĕнче кирпĕчрен шкул çурчĕ тума пуçласан Çĕрпÿ земство управипе килĕшÿ туса Александр Федоров икĕ пин пăт известь турттарса панă.
Александр Федоров паян кунччен те пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчен Патшалăх Думине суйланнă пĕртен-пĕр депутат. Ăна çак тăрăхра пурăнакан чăваш, тутар хресченĕсем 1906-мĕш çулта суйланă. 105 çул каялла февралĕн 13-мĕшĕнче Вăрмар станцийĕнче чăваш тата тутар хресченĕсем Раççей Патшалăхĕн иккĕмĕш Думине суйланнă А.Федоров депутата Петербурга ăсатса янă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă тапхăрта ялта атă-пушмак çĕлекенсем пулни те паллă. Çакна пĕр кăсăклă документ çирĕплетет. Çĕрпÿ уесĕн исправникĕ тĕпченĕ тăрăх Павел Федоров хресчене Н.Е.Богданов пристав лешĕ 1916 çул пуçламăшĕнче патшалăха 18 мăшăр атă çĕлесе панăшăн укçа тÿлемен...Çавăн пекех «Юлташ» потребительсен обществи, «Аравар» кредитлă обществăсем ĕçленĕ.
Совет саманин малтанхи çулĕсенче вĕрен явакан «Кустканат» кооператив вăй илнĕ. 1922 çулта коллективлă ял хуçалăх юлташлăхĕ «Каткă», «Универсал» артель (1929-1940 ç.ç.) хăйсен ĕçĕпе палăрнă. Вăрмар станцийĕ ÿссе пынă май, унта тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ ял халăхĕ. Унсăр пуçне Совет самани вăхăтĕнче те уйрăм çынсем суту-илÿпе, ытти ĕçсемпе ĕçлеме чарăнман. Х.Семенов 1929 çулччен шыв арманĕ тытнă, ял хуçалăх продукчĕсемпе суту-илÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче аренда шучĕпе çĕр илсе тара тытнă çынсене ĕçлеттернĕ.
П.Матвеев 1928-1930 çулсенче шыв арманне аренда шучĕпе тытса тăнă, тара тытнă çынсен вăйĕпе усă курнă. А.Миронов революциччен тата кайран та сÿс-кантăр, йĕтĕн, хĕвелçаврăнăш тата ытти тĕрлĕ япаласемпе анлă суту-илÿ тунă. Ф.Никифоров революциччен тата каярах та лавкка тытса тăнă, суту-илÿ туса услам илнĕ. Патшалăх суту-илĕвĕнче 1929 çулччен агент пулса ĕçленĕ хушăра шурă çăнăх сутса пурăннă. Аренда шучĕпе çĕр илсе усă курнă. М.Фомин II разрядлă патент илсе 1930 çулччен бакалея таварĕсемпе суту-илÿ тунă. В.Филиппов 1926-1930 çулсенче сÿс-кантăр сутнă. Г.Матвеев II разрядлă патентпа суту-илÿ туса пурăннă. 1924-1927 çулсенче сÿс, пушăт сутса пурăннă...