23 мая 2012 г.
Вăрмар райповĕ аталану çулĕпе сулмаклăн утать. Çапла çирĕплетсе калама сăлтав çителĕклĕ. Кунта çулран-çул суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсене анлăлатса, производство хăватне ÿстерсе пыраççĕ. Паллах, хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть: палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сахал мар вăй хумалла. Вăрмар райповĕн ĕçчен те туслă коллективĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.
Вăйли кăна ÿсĕм тума пултарать
- Ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, пурнăçне çăмăллатма тăрăшатпăр, - тет райпо канашĕн председателĕ Сергей Николаевич Харитонов. Тĕслĕхрен, пĕчĕк ялсенчи тăкаклă лавккасене тытса тăни, тавар вăхăтра çитерни те çакнах çирĕплетет. Халăха, уйрăмах ватăсене, меллĕ пултăр, куллен кирлĕ таварсемшĕн темиçе çухрăма тухса утмалла ан пултăр тетпĕр. Çак лавккасен тăкакĕсене райпо йăлтах хăйĕн çине илет. Пысăк япаласем илсе килме заказсем йышăнатпăр, райпо автомашинисемпе яла çитерсе пама тăрăшатпăр.
Иртнĕ çул строительствăпа юсав ĕçĕсем чылай пурнăçланă, çĕнĕ оборудовани туяннă. Çак ĕçсене тума 4 миллион та 654 пин тенкĕ тăкакланă. 2011 çулта райпон Кавал, Урнар, поселокри «Все для дома», «Спутник» лавккасене, «Юность», «Минутка», «Меркурий», «Вăрмар» кафесене çĕнетнĕ. Иртнĕ çул капиталлă юсав тунă хыççăн райпон Шăхаль тата Чупай ялĕсенче çĕнĕ лавккасем уçăлнă. Чупай лавкки туянакансене хăйĕн хăтлăхĕпе, тавар ассортименчĕ пуяннипе илĕртет. Çитес вăхăтра кунта ача-пăча вылямашкăн ятарлă вырăн тума палăртатпăр, тепĕр майлă каласан, ял пурнăçĕ хуларинчен пĕрре те кая ан пултăр тетпĕр-çке. Пурнăçламалли ĕçсем, тĕллевсем татах та чылай. Кăçал акă райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн цехĕсене çĕнетме палăртатпăр, ку енĕпе ĕçсем пуçланă. «Юность» кафене çĕнетрĕмĕр.Кăçал апрель уйăхĕнче поселокра тепĕр çĕнĕ лавкка «Органика» уçăлчĕ. Асăннă лавкка экологи тĕлĕшĕнчен таса йышши апат-çимĕç продукчĕсем сутать. Вĕсенчен чылайăшĕ вырăнти производство цехĕсем туса кăларнă продукци. Малашлăхра райпон пур ял лавккисене çĕнетме палăртатпăр. Пĕтĕмĕшле каласан пурлăхпа техника базине вăйлатсах пырассишĕн тăрăшатпăр, - терĕ С.Харитонов.
Райпон тĕп шăнăрĕ - суту-илÿ
Райпо хуçалăхĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ: хатĕрлевпе, производствăпа пĕрлех суту-илÿ те пысăк вырăн йышăнать, тепĕр майлă каласан тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Çак ĕçре хальхи вăхăтра пурĕ 140 çын тăрăшать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçалхи 4 уйăхра 57 миллион та 588 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм - 107 процент. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ çак тапхăрта 45 миллион та 972 пин тенкĕ пулнă, ÿсĕм 106 процентпа танлашнă. Çавăнтан 38 миллион та 872 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ. Кăçалхи 4 уйăхра пĕр çын пуçне 3 пин те 764 тенкĕлĕх тавар сутăннă, ÿсĕм - 106,7 процент. Поселокри «Заря», «Вăрмар», Чулкасри, Энĕшпуçĕнчи, Мăнçырмари «Новинка», Кавал лавккисенче тавар ытларах сутăннине палăртмалла. Кăçалхи 4 уйăхра райпон 31 лавккинче тавар çаврăнăшĕ лайăхланнă. Ку лавккасенчи оборудование çĕнетме, холодильниксемпе тивĕçтерме райпо чылай укçа-тенкĕ хывнă.
Суту-илÿ ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - вырăнти халăха паха йышши таварпа тивĕçтересси.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта тавара кредит мелĕпе те чылай сутнă. Хуçалăхра кирлĕ тавар сутассипе те тимлеççĕ кунти ĕçченсем. Аякри ялсене те таварсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Чĕкету, Чăрăшçырма, Çĕнĕ Шулхан тата аякра вырнаçнă ытти ялсенче пурăнакансем çакăн пек пулăшу кÿнĕшĕн райпо ĕçне ырăпа палăртаççĕ.
Кооперативлă предприятисем те лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Мăнçырмари «Новинка» - 108, Кавалти - 125, Анаткасри - 129, Тупах - 121, Энтриялĕнчи -108, Çитмĕшри -119, Урнарти лавккасен тавар çаврăнăшĕ 109 процентпа танлашнă. Çавăн пекех райпон Патти, Çĕнĕ Мăнтăр, Кивĕ Мăнтăр лавккисем кăçалхи 4 уйăхра лайăх кăтартусемпе палăрнă.
2012 çулхи пĕрремĕш кварталта ветеринари аптекипе медицина аптеки халăха 1 миллион та 888 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ, ÿсĕм - 124,8 процент.
Производство кăтартăвĕсем курăмлă
Райпо аталанăвĕнче производство курăмлă вырăн йышăнать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсем вырăнти халăха кирлĕ продукци кăларассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенче тавар туса кăларассин калăпăшĕ кăçалхи 4 уйăхра 7 миллион та 31 пин тенкĕпе танлашнă.
«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка изделийĕсем - 120,8, кондитер изделийĕсем - 16,6 тонна, пылак шыв 12458 декалитр туса кăларнă. Иртнĕ çул çĕнĕ йышши оборудовани 701 пин тенкĕлĕх туяннă. Кунта вăй хуракан Н.Ефремова, Л.Туймукова, А.Кондукторов çăкăр пĕçерекенсем, Л.Петрова, Н.Терентьева, К.Адюкова кондитерсем, О.Кудряшова упаковщица хăйсен ĕçĕнче пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Асăннă обществăн пуçлăхĕ Л.Лукин палăртнă тăрăх, вĕсен ĕçĕнче туса кăларакан продукцин пахалăхне ÿстересси тĕп вырăн йышăнать, унпа вара республика шайĕнчи тĕрлĕ суту-илÿ объекчĕсене тивĕçтерес тĕллевлĕ. Продукци пахалăхне палăртакан республикăра çулсерен иртекен тĕрлĕ шайри конкурссенче те «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество туса кăларакан техĕмлĕ апат-çимĕç пĕрре кăна мар малти вырăнсене тивĕçнĕ. Халĕ те хăйсен маркине çÿллĕ шайра тытассипе тăрăшаççĕ вĕсем: продукци ассортиментне пуянлатаççĕ, апат-çимĕçе пахалăхлă хатĕрлеме тăрăшаççĕ.
Хатĕрлев ĕçĕ
«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласа ял лавккисем суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе те тăрăшаççĕ. Кăçалхи 4 уйăхра хатĕрлев ĕçĕн çаврăнăшĕ 6 миллион та 131 пин тенкĕпе танлашнă. Çак вăхăтра халăхран аш-какай - 241, сĕт - 1246, çĕр улми - 148, пахча çимĕç - 190, кивĕ хут - 201, çĕтĕк 62 центнер пухнă.
Хатĕрлев ĕçĕн халăхшăн тепĕр тупăшлă пайĕ вăл - эмел курăкĕсем пухасси. Ку ĕçе вăй питтисем кăна мар, ватăсемпе ачасем те активлă хутшăнаççĕ, тăрăшакансем лайăх ĕçлесе илеççĕ. Хальхи вăхăтра хатĕрлев енĕпе 27 лавкка ĕçлет.
«Пирĕн тĕллев - çамрăк ăрăвăн канăвне усăллă йĕркелесси, ăна укçа-тенкĕ енчен ĕçлесе илме майсем туса парасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси», - терĕ Сергей Николаевич.
Обществăлла апатлану
Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн çаврăнăшĕ кăçалхи 4 уйăхра лайăх кăтартусемпе палăрнă. Унăн пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 11 миллион та 616 пин тенкĕпе танлашнă. Кăçал «Юность» кафене çĕнетсе илемлетнĕ. Кунта апат-çимĕçе ирĕклĕ майпа туянма пулать, çавăн пекех «Пиццерия» ĕçлет. Кăçал «Юмах» кафепе юнашар икĕ хутлă кондитер цехĕпе кафе хăпартассипе тăрăшаççĕ. Эппин Вăрмар райповĕ малашлăхра та аталанса, тĕрекленсе пырасса шанатпăр.