23 мая 2012 г.
Хăмла - Чăваш наци символĕ, пуянлăхĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Патшалăх Гербне 2 хăмла туратти илемлетет.
Хăй вăхăтĕнче «симĕс ылтăна» пур хуçалăхра тенĕ пекех çитĕнтернĕ. Халĕ хăмла Çĕнĕ Вĕренер, Кавал, Мăнçырма, Кĕтеснер ялĕсенчи плантацисенче кăна туса илеççĕ. Ку енĕпе «Ресурсы» агрофирма ĕçлет. Акă Кĕтеснерти хăмлаçăсен бригади 6 гектар çĕр лаптăкĕ çинче хăмла çиппи карать. «5-мĕш кун çак ĕçре, тепĕр кунтан пĕтерме палăртатпăр», - терĕ А.Андреева бригадир эпир пынă вăхăтра. Р.Александрова, Н.Константинова, Е.Некрасова, А.Андреева вышка çинче çÿлелле кармашса çип караççĕ. Т.Андреева, Е.Пегей, Е.Григорьева, О.Семенова, Е.Макарова, З.Макарова, В.Константинов вара çиппе аялтан караççĕ. Вышка вырнаçтарнă трактора вара В.Мишин водитель шутарса пырать.
Чăвашсем çапла каланă: «Хăвна валли ĕçчен арăм тупас тесен, хăмла пуçтарнă çĕре кайса кам мĕнле ĕçленине пăх». Хĕрарăмăсен харсăр коллективĕ ĕçре шÿтлесе те, тавлашса та илет. Çапла ĕç те малалла каять. Çиппе карса пĕтернĕ хыççăн пĕчĕк хăмла хунавĕсене карса хунă çипрен авăрласа ярас ĕç пуçланать. Çу каçипех, «симĕс ылтăна» пуçтарса пĕтеричченех, ăна типĕтсе хатĕрличченех яваплă çак бригада паха хăмла туса илессишĕн. Хăмла авăрĕ лайăх аталантăр тесе ăна уйрăм мелпе çирĕплетмелле. Авăрсем лайăх пăхсан 6-7 метр çÿллĕш ÿсеççĕ. Çак культурăна çитĕнтерес ĕç çăмăл мар, анчах пĕлсе ĕçлесен тухăçлă хăмла туса илес шанăç пысăк.