АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăххи-чĕппи, кăркки, хурĕ - çемьене вăл тупăш кÿрĕ

23 мая 2012 г.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи республикăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тупăшлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри.

Кунта тăрăшса вăй хуракан йышлă коллективăн ÿсĕмĕ курăмлă - 2011 çулта чăхсен йышĕ 94,9, хурсен 12,4, кăрккасен 6,5 пине çитнĕ. Кăçал та вĕсен йышне ÿстерсе пырас тĕллев лартнă кунти ĕçченсем.

Асăннă хуçалăхра пулнă май кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрăмăр. Кăçал чăх-чĕп пăхакансем чылай чĕпĕ çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра кунта вĕсене сутас ĕç пырать. Е.Михайловăпа Т.Петрова туянма килекенсене çамрăк чăхсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăчĕç. Вырăнти халăх туяннисĕр пуçне кÿршĕллĕ Тутар Республикинчен те йышлăн килеççĕ. Пĕтĕмĕшле 140 пин çамрăк чăх сутнă. С.Иванова, Т.Шестова, Е.Николаева, Р.Никифорова, Л.Данилова, К.Николаева чăх-чĕп пăхакансем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Галина Ивановна Алексеева тĕп зоотехник производство ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн тĕрĕслесе тăрать. Халĕ кунти инкубаци цехне тата тепĕр 160 пин çăмарта хунă. Çитес вăхăтра асăннă общество татах та ытларах чăх чĕппи сутма тытăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика