АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ăмăртусенче

19 мая 2012 г.

Велосипед. Шоссе çинче велосипедпа чупса Шупашкар хулинче мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура тата уçă чемпионатра Вăрмарсем лайăх результатсем кăтартнă. 1993 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах каччăсем хушшинче Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен А.Мальков (Кивĕ Вĕренер) иккĕмĕш вырăн йышăннă. 1994-1995 çулсенчи юниорсен ушкăнĕнче Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче ăс пухакан А.Терентьев (Кавал) - пĕрремĕш, çакăнтах вĕренекен А.Тимофеева (Чăрăшçырма) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 1998-1999 çулсенчи çамрăксен ушкăнĕнче А.Чубуков (Çиçтĕпе) иккĕмĕш пулнă. 2000-2001 çулсенчи арçын ачасен ушкăнĕнче О.Николаев (Вăрмар поселокĕ) - иккĕмĕш, М.Степанов (Ямпай) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Самбо. Шупашкар хулинче мала тухассишĕн ирттернĕ уçă ăмăртура Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çивĕч кĕрешÿре хăйсен ушкăнĕнче К.Михайлов иккĕмĕш, Дмитрий Алексеев, Дмитрий Никитин, Никита Никитин (пурте Вăрмар поселокĕнчен) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пултаруллă самбистсене ăмăртăва Л.Уливановпа Н.Сейфуллин тренерсем, СССР спорт мастерĕсем хатĕрленĕ. Шупашкарта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинче республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура пирĕн район команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2000-2001 çулсенче çуралнă 65 килограмм таран таякан самбистсем хушшинче Е.Орлов - пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 65 килограмм ытларах таякансенчен С.Федотов мала тухнă. Иккĕшĕ те Вăрмар поселокĕнчен. А.Корольковăн (Пинер) виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулнă.

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Шупашкарта 1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче республикăра мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Кавал шкулĕнче вĕренекен Т.Смирнова (тренерĕ Р.Таратин) 37 килограмм таран таякан спортсменкăсем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Çăмăл атлетика. Хусанта шоссе çинче 6 миль тăршшĕне чупассипе республикăри çуллахи уçă ăмăрту ирттернĕ. 45-50 çулхи хĕр арăмсем хушшинче С.Егорова (Чупай) çĕнтернĕ. 55-60 çулхи арçынсен ушкăнĕнче А.Ноздрин (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш вырăна тухнă. Н.Павлов, Н.Михайлов, К.Иванов лайăх результат кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика