19 мая 2012 г.
Апрель уйăхĕнче Шупашкарта «Çулталăк почтальонĕ - 2012» конкурс иртрĕ. Республикăри почтамтсенчен пурĕ 9 почтальон хутшăнчĕ çак ăмăртăва. Пирĕн районтан вара Елена Николаевна Петрова хутшăнчĕ.
Чи малтанах конкурссантсем презентаци конкурсĕ витĕр тухрĕç. Елена та хăйĕнпе паллаштарчĕ. Унтан практика ĕçĕ пулчĕ. Почтальонсем çавăн пекех тестировани мелĕпе хăйсен ĕçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине ăсра хуравлассипе тупăшрĕç. Клиентсемпе ĕçленĕ чухне килсе тухакан тĕрлĕ йывăр лару-тăруран еплерех тухассипе те хăйне майлă вăйă конкурсĕ витĕр тухрĕç вĕсем. Е.Петрова «Çулталăк почтальонĕ-2012» республика конкурсĕн лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл Вăрмар поселокĕнчи нумай урамсенче хаçат-журнал салатать, ĕç планне те яланах тултарса пырать. «Асăнмалăх çемçе тетте парнелерĕç. Çак конкурса хутшăнни хамшăн усăллă пулчĕ. Хамăн çинчен сăвă каласа патăм, чăваш ташши ташларăм. Тепĕр майлă каласан хама кăтартрăм, ыттисене куртăм», - тет Елена Николаевна. Халăхпа ĕçлеме килĕшет ăна, çыннисем те килĕштереççĕ почтальонкăна, хапăлласах кĕтсе илеççĕ, мĕн те пулин çĕннипе паллаштарасса кĕтеççĕ. Вăл хаçат-журналсемпе, корреспонденцисемпе тивĕçтерекен çуртсенче пурăнакансем (ытларах пайĕ поселокăн чукун çул урлă вырнаçнă çурçĕр енĕнче) Елена пирки ырă сăмахсем кăна калаççĕ. Ворошилов урамĕнче пурăнакан П.Силерова каланă тăрăх, çакăн пек çынсем пулни хаçат урлă килекен информацие вăхăтра илни район пурнăçне пĕлме кăна мар, малалла та çамрăк чухнехи пекех, ĕçре мар пулсан та кил хушшинче пурнăçламалли, ку е вăл ĕçсене тумалли пирки аса илтерсех тăрать.