АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿнĕ хакпа çырăнчĕç

19 мая 2012 г.

«Раççей Почти» Федераллă патшалăх унитарлă предприяти майăн 10-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен хăйĕн филиалĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару кунне ирттерет. Çак вăхăтра каталога кĕртнĕ хаçат-журналсен хакне 20 процент таранах чакарма пултараççĕ.

Пĕр адреспа çитерме виçĕ е ытларах хаçат-журнал çырăннă уйрăм çынсене 10 процент чухлĕ çăмăллăх параççĕ. Çавăн пекех ыр кăмăллăх шучĕпе ачасен, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ваттисен çурчĕсене хаçат-журнал çырăнса паракансем те 10 процентлă çăмăллăхпа усă курĕç.

Укçа шутлама юратакансем периодика изданийĕсене асăннă хушăра çырăнма тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне çак акци шучĕпе йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Енре Подписчик кунне те ирттереççĕ. Шупашкарта вăл майăн 16-мĕшĕнче, пирĕн районти пур çыхăну уйрăмĕсенче те майăн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Çак кун подписчиксем журналистсемпе курса калаçма пултараççĕ. Чи активлисене парнесемпе чысласси те йăлана кĕнĕ (пирĕн районта парнесемпе чыслассине майăн 22-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.)

Палăртнă кун Вăрмарти почтамтăн клиентсен залне халăх йышлăн пухăнчĕ. Вĕсене кунта почта ĕçченĕсем - çырăнтару енĕпе ĕçлекен инструктор В.Лаврентьева, Л.Петрова оператор кĕтсе илчĕç. Вĕсем çынсемпе ăшшăн калаçма пĕлни те хăйĕн çимĕçне пачĕ. Поселокра кăна çав кун 150 çын тĕрлĕ хаçат-журналлă пулма кăмăл турĕ, вĕсенчен 14-шĕ «Хĕрлĕ ялава» суйларĕç. Кун шутне ялти çыхăну уйрăмĕсенчи кăтартусем кĕмен-ха. Республикăри, Раççейри изданисенчен ытларахăшĕ «Кил-çурт хушма хуçалăх», «Почтовый эксперсс», «Аргументы и факты» хаçатсене тата ача-пăча изданийĕсене кăмăллани палăрчĕ. Чи активлă подписчиксем Вăрмар поселокĕнчи Н.Прокопьева, В.Христофорова, А.Федорова, Н.Львова, Чулкасри С.Кузьмин, М.Петрова тата чылайăшĕ пулчĕç.

Пĕрремĕш çырăнакана - вăл поселокри пурăнакан Е.Лукина пулчĕ - почта ĕçчĕнĕсем асăнмалăх парне пачĕç, «Хĕрлĕ ялав» парнине М.Петрова тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика