АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк та маттур

19 мая 2012 г.

Мăнçырмара çуралса ÿснĕ Юрий Михайлович Леонтьевпа мăшăрĕ - Эльвира Александровна - Шупашкарта тĕпленнĕ. Пĕри шалти ĕçсен органĕсенче вăй хурать, тепри - строитель. Ачасен çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван ялĕнче тăтăшах пулаççĕ. Вĕсен София хĕр ачи 1998 çулта çуралнă. Халĕ Шупашкарти 56-мĕш номерлĕ вăтам шкулта çиччĕмĕш класра вĕренет. Çамрăклах спорта килĕштернĕ вăл. Çуран чупма юратнă, гимнастикăна кăмăлланă. Ăмăртусенче яланах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çакна спорт гимнастики енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Ольга Александровна Германова тренер çийĕнчех асăрханă. Çамрăк хĕр ачана спортăн анлă çулĕ çине кăларма, пултаруллă спортсменка çитĕнтерме тĕллев лартнă. Тăрăшни сая кайман. 2008 çулхи октябрь уйăхĕнчи тупăшу халĕ те София асĕнчех-ха. Пĕтĕм Раççейри Гимнастика кунне халалласа Шупашкар хулинче мала тухассишĕн II разряд программипе ăмăртса хĕр ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Тепĕр çулхине спорт гимнастикипе республикăра мала тухассишĕн тата Стрелоксен 324-мĕш дивизин ветеранĕсен призĕсене çĕнсе илессишĕн Шупашкар хулин уçă ăмăртăвĕнче каллех виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илет.

2010 çултанпа унăн спортри ăсталăхĕ ÿссех пырать. Кÿршĕллĕ республикăсенчи ăмăртусенче те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Анат Чаллă хулинче спорт гимнастикипе ирттернĕ Тутар Республикин уçă турнирĕнче пĕрремĕш разряд программине тупăшса пурне те çĕнтерет, пĕрремĕш вырăн йышăнать. Хусан хулинче мала тухассишĕн йĕркеленĕ уçă турнирта иккĕмĕш пулать. Йошкар-Олара Олимп вăййисен чемпионкине З.Воронинăна асăнса йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта виççĕмĕш вырăна тивĕçет.

2011 çулта та ăнăçлă самантсем нумай пулчĕç çамрăк хĕр ачашăн. Февраль уйăхĕнче спорт гимнастикин пĕрремĕш разряд программипе Шупашкарта ирттернĕ республика чемпионатĕнче тата бруссем çинче упражненисем тăвассипе ЧР Кубокĕшĕн кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илет.

Март уйăхĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн программипе пĕрене çинче упражненисем тăвассипе Раççейра мала тухассишĕн Атăлçи федераллă округри юниоркăсем хушшинче Саранскра ирттернĕ тупăшура София виççĕмĕш вырăн йышăнать, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать.

Майăн 27-мĕшĕнче Пензăра Раççей вĕренекенĕсен çуллахи V Спартакиади пулмалла. Çак яваплă ăмăртăва София та тĕплĕн хатĕрленет. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çакă ăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă.

Октябрь уйăхĕнче Ижевскра спорт мастерĕн кандидачĕ программăпа пĕрене çинче упражненисем тăвассипе Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераллă округра мала тухассишĕн ăмăртнă. Пирĕн ентешĕн, çамрăк хĕр ачан, виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулнă.

Спорт гимнастики енĕпе СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Л.Аркаев призĕсене çĕнсе илессишĕн тата Раççей Кубокĕшĕн Саранскра ирттернĕ ăмăртура София иккĕмĕш вырăна тухнă.

Кăçалхи çитĕнĕвĕсем те курăмлă çамрăк гимнасткăн. Спорт гимнастики енĕпе республикăра мала тухассишĕн тата республика Кубокне çĕнсе илессишĕн Шупашкарта ирттернĕ чемпионатра София яланах призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика