АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл хурчĕ усрама

19 мая 2012 г.

Пыл хурчĕ ĕрчетмешкĕн çĕр арендăна илес тетĕп. Ветеринарипе санитари нормипе килĕшÿллĕн вĕлле хуртне ăçта вырнаçтарма пулать тата ку енĕпе мĕнле документсем хатĕрлемелле?

Сирĕн ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе эпир Чăваш республикинчи Россельхознадзор Управленийĕн патшалăх аслă инспекторĕпе М.Кошкинпа çыхăнтăмăр.

Вĕлле хурчĕсене хĕвел пăхакан çутă вырăнта вырнаçтармалла, утар асфальтлă çултан, пысăк вольтлă электричество линирен, хăма çуракан цехран, кондитер тата хими изделийĕсем кăларакан промышленноç предприятийĕсенчен, çар полигонĕсенчен, радио тата телевидени станцийĕсенчен 500 метртан кая мар айккинче пулмалла. Ăна 2 метрлă картапа çавăрмалла. Кашни утарăн ветеринарипе санитари паспорчĕ пулмалла, унта асăннă утарăн санитари лару-тăрăвне паллă тăваççĕ. Ветеринарипе санитари паспортне выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче регистрацилеççĕ. Утара çулталăкра пĕр хутчен тĕрĕслеççĕ. Вощина тата воск сутнă чухне асăннă паспорта кăтартмалла. Вăл çавăн пекех утара тата вĕлле хурчĕ сутнă чухне те кирлĕ. Паспорт хурт-хăмăр усраканра е утарăн хуçинче упранать.

Пыл усрасси пирки темиçе сăмах. Çак çимĕç çутăпа ăшша юратмасть. Çавăнпа та ăна çутă кĕмен савăтра упрамалла. Çакна валли çăка, кедр е бук йывăçĕсенчен тунă пичкепе усă курсан аван. Юман е ăвăс пичкере упранă пыл вара тĕксĕм те йÿçĕ тутăллă пулать. Нумайăшĕ пыла кĕленче савăтра тытать. Вĕсене çутă ан лектĕр тесен мĕнпе те пулин чĕркемелле, хупăлчи лайăх хупăннине тĕрĕслемелле. Тимĕр, цинк е эмаль савăт-сапара пыла пачах та усрама юрамасть. Вĕсемпе хутшăнсан унта наркăмăш пухăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика