19 мая 2012 г.
Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕллевпе Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Кунта Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа районта ирттермелли мероприятисене йĕркелесе ирттермелли ыйтусене пăхса тухнă.
Кашни çулах майăн 26-мĕшĕнче Раççей предпринимательлĕх кунне паллă тăватпăр. Çапла çак уяв тĕлне вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас, çÿллĕрех шая çĕклес тĕллевпе районта ятарлă мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - предпринимательсем шкул ачисемпе тĕл пулни. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта 10 класра вĕренекенсемпе Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа ятарлă урок иртрĕ. Унта райадминистрацин экономикăпа суту-илÿ тата промышленность пайĕн начальникĕ Н.Краснова, «ДиалогСофт» тулли мар яваплă общество директорĕ Е.Лаврентьев, «Светлана» тулли мар яваплă общество директорĕ С.Белоусова хутшăнчĕç. Надежда Ильинична ачасене районти вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕпе паллаштарчĕ. - Районта ĕçлесе пурăнакансен 60 ытла проценчĕ вак е вăтам предпринимательлĕхре тăрăшаççĕ, - терĕ вăл. Евгений Васильевич ачасене хăйĕн пурнăçри ĕçĕ-хĕлĕпе, предпринимательлĕх çулĕ çине еплерех йывăрлăхсем витĕр тăни пирки каласа пачĕ. - Харпăр хамăрăн ĕçе пуçласа яма çав тери йывăр. Кредит укçа илмесĕр нимĕнле те май килмест. Çак укçана ĕçе хывма пысăк хăюлăх кирлĕ. Çавăн пекех предпринимательлĕх ĕçĕнче коммуникабельлĕ, тепĕр майлă каласан, çынпа калаçма, ĕç коллективне ертсе пыма пĕлни пысăк вырăн йышăнать. Çынна улталаса, суйса ĕçлесен вара хамăр патне каялла çаврăнса çитет. Ĕçе пуçарса ярсанах кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тиветчĕ, унсăрăн ăнăçу пулмасть, - терĕ Е.Лаврентьев. Шкул ачисене вăл документсем пуçтармалли папкăсем, ручкăсем парнелерĕ.
«Светлана» общество директорĕ Светлана Николаевна та вĕренекенсене хăйĕн ĕç биографийĕпе паллаштарчĕ, малтанхи утăмĕсем унăн ахаль çĕвĕçрен пуçланнă, ун хыççăн ĕç картлашкипе хăпарса та хăпарса пынă вăл, халĕ - хăйĕн уйрăм çĕвĕ предприятийĕн пуçлăхĕ. Çĕвĕ цехĕсем унăн Энĕшпуç, Чупай ялĕсенче тата республикăри ытти районсенче те ĕçлеççĕ. С.Белоусова хĕр ачасене хăйĕн çĕвĕ цехне ĕçлеме чĕнчĕ, ĕçлес текенсене предприяти шутĕнчен вĕрентме шантарчĕ. Çавăн пекех Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа майăн 22-мĕшĕнче вара савăнăçлă лару-тăрура уяв уçăлĕ, чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ иртĕ.