19 мая 2012 г.
«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон вĕçленмен-ха, малалла пырать. Марафона районта официаллă майпа уçнăранпа пĕр уйăх иртрĕ. Çак вăхăтра районти чылай предприятипе организаци, çавăн пекех уйрăм çынсем пархатарлă чĕнĕве ырласа йышăнчĕç, акци счечĕ çине 60 пин ытла укçа-тенкĕ куçарчĕç.
Аса илтеретпĕр, ыр кăмăллăх марафонне районта пурăнакан кашни çын хутшăнма, йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан пĕчĕк граждансене пулăшма пултарать. Вĕсем сусăр, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, ăшшисĕр юлнă, нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасем. Акци вăхăтĕнче пухăнакан укçана райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн предпринимательлĕх е ытти урăх енлĕ ĕç тунипе кĕрекен тупăша хывакан счет çине куçараççĕ. Укçа куçармалли реквизитсем: УФК по Чувашской Республике (МБОУ ДОД «Дом творчества детей» Урмарского района Чувашской Республики, л/с 20146БО0282)
р/с 40701810000001000149
ГРКЦ НБ Чувашской Республики Банка России г.Чебоксары
БИК 049706001, ИНН 2114003055, КПП 211401001
Назначение платежа^ 974202;180 «Именем детства, во имя детства».