АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энтрияль ялĕн таврашĕпе çыхăннă халапсем

19 мая 2012 г.

1930-мĕш çулта Энтрияль ялĕнче «Большевик» колхоз йĕркеленсен, уйрăм çынсен (ятак) çĕрĕсене пĕрлештерсе, государство колхоза ĕмĕрлĕхе усă курма тÿлевсĕрех панă. Çĕрпе усă курнăшăн патшалăха госготовка кăна тÿлелеме тивнĕ. Колхозăн пĕтĕмлетнĕ çĕрĕн лаптăкĕ 1200 гектар патнеллех пулнине астăватăп. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕн шучĕнче, пĕчĕк çырмасене шутламасан, 9 пысăк çырмаччĕ. Чи пысăк çырми Шутнер çырми шутланнă, çыранĕсем пит чăнкă марччĕ, сĕвекчĕ, колхозăн çĕрне кăнтăрпа çÿрçĕр пайсене уйăратчĕ. Ялтан пĕр çухрăм ытларахра шутланатчĕ. Халĕ - çĕвĕпе çырмара тĕрлĕ çăл куçĕсенчен пухăнса шыв юхатчĕ, шывĕнче пулăсем те ĕрченĕ. Шутнер çырми Шутнерпуç ялĕ патĕнченех пуçланнă. Ялăн ятне çырма ячĕпе панă. Шутнер çырмин шывĕ Вăтам Энĕше юхса тухать. Шутнер çырмипе Тĕмпекри Тухривар çырмисем пĕрлешнĕ. Тухривар темиçе йÿпрен тăрать. Икĕ çырми те типĕ çырма, çуркунне кăна шыв юхнă. Пĕчĕк çăл куçсем юхкаланă, çуллахи вăхăтра типсе ларнă. Шутнер çырмипе Тухривар пĕрлешнĕ сăмсахра, сулахай енче, пысăках мар тĕмĕ вырнаçнăччĕ.Çÿллĕшĕ пĕр метр, сарлакăшĕ (диаметрĕ) 4-5 метр патнеччĕ. Çакă тĕмескене Улăпăн тĕмески тетчĕç. Халĕ вăл тĕмеске çуккă. Вăл тĕмескене Шутнер çырминче пĕве тунă чухне пĕтернĕ. Ватăсем каланă тăрăх, çак вырăнта тахçан авал Улăп ларса каннă пулать, çăпатнине салтса çĕрне силленĕ, çавăнпа тĕмеске пулса юлнă. Улăп малалла утса кайнă, вăл кайнă вырăна «Улăп уйĕ» тенĕ. Çак уйра Улăп çырми вырнаçнă. Çырма тарăн, сарлака мар. Çырман тăрăшĕ пĕр çухрăм çурă пулать пулĕ. Çырма пуçĕ типĕ, унăн вĕçĕнче кăна çăл куçĕсем юхаççĕ. Улăп çырмипе çухрăм патнелле анăç енче Типĕ Паймăрса текен çырма вырнаçнă. Çакă çырмаран пĕр пусă урлă тепĕр çырма пур. Ăна Йĕпе Паймăрса çырми теççĕ. Ку çырмара çăл куçĕсем нумай вырăнта талпăнса тухса юхаççĕ. Çакă вырăнсенче çуллахи вăхăтра кайăк-кăвакалсем чĕпĕсем кăлараççĕ. Çуркунне вĕçсе килеççĕ те кĕркунне вĕçсе каяççĕ. Сунарçăсем кĕркунне кайăк-кăвакалсем тытма кашни çул килеççĕ. Улăп çырмин хĕвелтухăçĕ енче пĕр пусă урлă Пăташ çырми вырнаçнă, çырма пуçĕ сĕвеклĕрех, малалла тарăнланса сарлакаланса пырать, вăтам пайĕнче, хĕвеланăç çыранĕнче, çырман тĕпĕнчен пĕр метр çÿллĕшĕнче шавласа, талпăнса, пысăк пусăмпа çăл куçĕ тапса юхса çĕр айĕнчен тухатчĕ. Çăл куçĕн юхса тухакан вырăнĕ çур метр патнехчĕ. Пăташ шывне ĕçсен карланкă шыçса вилнисем те пулнине каланине илтнĕ. Вунă çул каялла тăван яла килсен, юри çамрăк чухнехине аса илсе Улăп çырми, Пăташ çырми, Типĕ, Йĕпе Тампăрса çырми таврашĕсене килсе курнăччĕ. Пăташ çырминче вирлĕн тапса юхса выртакан çăл куçĕ типсе ларнă. Шывне ĕçсе курас тенĕччĕ. Мĕншĕн-ха çырмана Пăташ çырми ятне панă? Мĕн авалтан пырать-çке çырман ячĕ. Ватăсем каланă тăрăх, Пăташ ĕлĕкхи чăваш çыннин ячĕ, çак тавралăхра Хаяр Иван патша Хусан ханствине Раççей патшалăхĕ çумне пĕрлештернĕ вăхăтра, чăвашсем вырăссене Хусана илме пулăшнă. Унăн çарĕн салтакĕсем пулма нумайăшĕ килĕшнĕ. Каярах сĕм-вăрманлă çырма çатраллă вырăнсенче вăрă-хурахсем ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсен ушкăнне вăйлă патвар Пăташ ятлă чăваш ертсе пынă пулать. Кунти тавралăхра вырнаçнă ялсене çаратнă, выльăх-чĕрлĕхĕсене вăрланă, хĕрарăмсене мăшкăланă. Пăташ ертсе пыракан вăрă ушкăнĕ пурăннă вырăна çырмине унăн ятне панă. Паян кунчченех Пăташ çырми, уйĕ теççĕ. Паллах, ĕлĕкхи вăхăтра кунти тавралăхра сĕм вăрман кашланă вăрă-хурахсене пурăнма аван вырăн шутланнă. Хуллен-майĕпен сĕм вăрмансене кăкласа тыр-пул акса ÿстерме уйсем тунă. Пурнăç пĕр вырăнта тăман, вăрă хурахсем те пĕр вырăнта тепленсе, хăйсен хуçалăхне йĕркелесе пурăнма тытăннă. Типĕ, Йĕпе Паймăрса çырмисен ячĕ тутарланнă пуян чăваш кнеçĕн, çар пуçĕн ячĕпе çыхăннă. Кунти тавралăхри çĕрсене вырăс патши, хăйне пулăшнă чăваш кнеçне, çар пуçне, панă мĕн, çавна пула Паймăрса ят сыхланса юлнă. Кун çинчен Тĕмпек (халĕ ялĕ çук) ялĕнче пурăннă. Кунти пичче Г.Артемьев каласа пани пуçра сыхланса юлнăччĕ. Вăл ăста платник-столярчĕ. Эпĕ астăвасса çичĕ теçетке урлă каçнă ватă çынччĕ. Пăташ çырми, Йĕпе Паймăрса çырми тавралăхĕ тискеррĕн курăнатчĕ. Пире унти тавралăха айвансене пĕччен кайма хушмастчĕç. Ялтан виçĕ-тăватă çухрăмра вырнаçнăччĕ çакă çырмасем кашкăрсем те кунта ерченĕ. Йĕпе Паймăрсаран, Улăп çырминчи çырмари çăл куçĕнчен юхса тухакан çăл шывĕсем пĕрлешсе пĕр пĕчĕк çырмара Энĕш шывне юхса тухса пĕрлешеççĕ.Мĕншĕн-ха хамăр тавралăх çинчен çыратăп. Халĕ ÿссе çитĕнекен çамрăксем хамăр тавралăх çинчен, чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне пĕлсех каймаççĕ, çавна пула хама ватăсем каласа панине çырас терĕм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика