АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă ăсти

19 мая 2012 г.

Иртнĕ апрель уйăхĕн вĕçĕнче районти художествăллă пултарулăх коллективĕсен паллă ветеранĕн Мăнçырмари Культура çуртĕнче Л.Петровăн творчествăлла каçĕ - концерт иртрĕ. Культура çуртне Л.Петровăн тăванĕсем, тантăшĕсем, юлташĕсем, ял-йышĕсем нумайăн пухăнчĕç.

Малтанах юбиляра районти Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлекен Г.Васильев ăшшăн саламларĕ. Юбилей концертне ăнăçлăн ертсе пыраканĕ Леонид Петровичăн хĕрĕ Елена Леонидовна пулчĕ. Куракансене автор хăйĕн юррисене пысăк кăмăлпа юрлани килĕшрĕ. Юбиляр юрларĕ кăна мар, тĕрлĕрен ташăсене те ĕлĕкхи пекех çăмăллăн ташласа пачĕ. Концерта Л. Петровăн ывăлĕ Г.Петров та хутшăнчĕ. Вăл ашшĕ çырнă тата хăйĕн репертуарĕнчи ытти юрăсене шăрантарнине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Концертра çавăн пекех вырăс халăх юррисене Г.Петров арăмĕ Н.Петрова пысăк ăсталăхпа юрласа пачĕ. Уяв каçĕнче Шупашкар юрăçин Н.Давыдовăн уçă сасси те янăрарĕ. Вăлах сасă режиссерĕ пулса уява çÿллĕ шайра ирттерме пулăшрĕ.

Юбиляра саламлама Эçпеперен клуб ертÿçи Г.Иванова, сцена çинче ăста юрлакан Эльвира Захарова килнĕ. Вĕсем те юбиляр юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. Юбилей каçне кÿршĕ ялтан Арапуçĕнчен те çитрĕç. Унтан килнĕ хăна Марина Кузьмина Л.Петровăн юррисене кăмăллать иккен. Вăл авторпа пĕрле те, уйрăм та юрласа куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Мăнçырмасем те сцена çине тухмасăр юлмарĕç. 9-мĕш класра вĕренекенсем Настăпа Лиля «Килĕштерсе пурăнар» юрра хавхалануллăн юрласа пачĕç. Хăйне майлă илем пулчĕ юбиляра мăнукĕсем саламлани: кĕçĕн мăнукĕсем Тольăпа Максим аслашшĕне сăвăсемпе савăнтарчĕç; Женя «Детство» юрра хитрен юрласа пачĕ; Саша уявра видеокамерăпа ĕçлерĕ. Ачасем хăйсем те уява питĕ хавас пулчĕç. Юбилей каçĕ Леонид Петровича тăванĕсем, юлташĕсем 70 çула çитнĕ ятпа саламласа чечексем, асăнмаллăх парнесем панипе вĕçленчĕ.

Кам-ха вăл Леонид Петров; Леонид Петров тесен камне хăвăртах калаймаççĕ. Анчах та: «Мăнçырмасем вăл, сцена çине юрлать, ташлать», - тесессĕн, пурте: «А-а, пĕлетпĕр, пĕлетпĕр», - теççĕ. Апла пулсассăн, Л.Петров пирĕн районта, районти культура ĕçĕнче питех те паллă çын.

Леонид Петрович Мăнçырма ялĕнче çуралнă. Вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ ачалăхĕ çăмăл пулман. Шкул çулĕсенчех Леонид юрă-ташăна килĕштернĕ. 1965-1968 çулсенче вăл Çĕрпÿри çут ĕçпе культура училищинче вĕренет. 1986-1991 çулсенче Хусанти культура институтĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухса аслă пĕлÿллĕ культура ĕçченĕ пулса тăрать. Хăйĕн специальноçĕпе мĕн пенсие тухичченех культура енĕпе ĕçлет. Вăл йĕркелесе янă художествăлла пултарулăх коллективĕсем район уявĕсенче пĕрре кăна мар палăрнă. Леонид хăй те районти пултаруллă юрă-ташă ăстисенчен пĕри. Вăл çитмĕлмĕш çулсенчех чăваш халăх юррисене радио хумĕсем тата сценăсем çинче шăрантарнă. Л.Петров юрланине «Мелодия» ятлă грампластинка фирми валли те çырса илнĕ. Вăл юрланисем, ташланисем халĕ те куракансен куçĕ умĕнчех тăраççĕ. Леонид Петровичăн творчествăлла пултарулăхĕн тепĕр енĕ те пур - вăл юрăсем те кĕвĕлет, сăввисене те хăйех çырать. Унăн юррисене халĕ районта та, республикăра та юрлаççĕ.

Леонид Петровичăн мăшăрĕ, Зоя Петровна, Мăнçырма шкулĕнче пуçламăш классенче вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем çурт-йĕр çавăрса ывăлпа хĕр çитĕнтерсе ÿстернĕ. Ывăлĕ, Геннадий, Шупашкарти оперăпа балет театрĕн артисчĕ. Хĕрĕ, Елена, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире учительницăра ĕçлет.

Юлашкинчен çакна та каласа хăварас килет. Юбилей каçĕнче пурне те шухăша яракан ыйту çуралчĕ: мĕншĕн-ха хăйĕн пĕтĕм пурнăçне культура ĕçĕпе çыхăнтарнă, ĕçе тивĕçлĕ шайра туса пынă, ĕçре палăрнă çынна официаллă майпа кирлĕ шайра чыслаймарĕç - культура пайĕнчен те, ял администрацийĕнчен те саламлакансем пулмарĕç. Е вăхăт тупаймарĕç-ши, е самани-йĕрки çапларах-ши халĕ? Хамăра хамăр чыслама пĕлменнине кăна пĕлтермест-ши ку? Клубĕ те «официаллă» сивĕ пулчĕ. Анчах та ăна юбилей каçĕ икĕ сехет ытларах тăсăлса ăшăтса тăчĕ. Эпир, Леонид Петровăн творчествăлла пултарулăхне хаклакансем, юбиляра малашне те юрă-сăвăсем çырма вăй-хал, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика