АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тата çулăм

16 мая 2012 г.

Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕ, ВДПО тата ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви маларах «Ачасем тата çулăм» конкурс йĕркеленине пĕлтернĕччĕ. Нумаях пулмасть вара çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Çавна май Шупашкарта Трактор тăвакансен Культура керменĕнче вĕсен ĕçĕсенчен курав йĕркелерĕç. Чи пултаруллисене хаклă парнесемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç.

Вăрмар районĕнчи Энтрияль ялĕнче пурăнакан Настя Галкина ача садĕнче чухнех тĕрлеме кăмăлланă, халĕ те юратать. Урокра вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшать, тăхтавра вара каллех алла тĕрĕ тытать.

- Настя тăрăшуллă хĕр ача. Пĕр-пĕр уявра яланах амăшĕпе хаçат кăларать. Сăввине те чи вăрăммине вĕренме тăрăшать. Юрра-ташша та питĕ ăста. Пĕр-пĕр ĕç хушсан нихăçан та пурнăçламастăп тесе турткалашмасть, - тет шăпăрлан пирки кĕçĕн классене акăлчан чĕлхине вĕрентекен Надежда Анатольевна Алексеева.

Хĕр ача конкурса хатĕрленсе хутран ăсталаса «Мулкач - пушар сÿнтерекен» ятлă ĕç тăратнă. Жюри членĕсем унăн ĕçне лайăххисен шутне кĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика