16 мая 2012 г.
Спортăн чăн пĕлтерĕшне малтанах хаклама пĕлместĕмччĕ. Шкулти ăмăртусенчен хăраса тăнă темелле. Вĕренÿре малта пулма хăнăхнăскере финиша юлашкисен шутĕнче чупса тухас килмест-çке. Вăхăт иртнĕçемĕн шухăшсем улшăнса пыраççĕ. Спортсăр пурнăç çук. Тĕрлĕ хусканусем пĕтĕм кĕлеткешĕн усăллă. Чупасси сывлăха çирĕплетмелли чи анлă сарăлнă тата эффективлă мелсенчен пĕри.
Пирĕн юратнă Вăрмар районĕ спортсменсем хатĕрлессипе республика шайĕнче малти вырăнсенче шутланать. Шкул ачисем пур енлĕн аталанса ÿсеççĕ, çав ачасемех шывра ишессипе те, йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăра ăмăртассипе те пур ăмăртусене хутшăнаççĕ. Тăтăшах поселокра, ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Çак ăмăртусенче «çуралаççĕ» те çĕнĕ спортсменсем. Çапла хамăр районтан тухнă тĕнче шайĕнчи спортсменсем тăван тăрăха манманни, хисеплени савăнтарать. Акă поселокри тĕп стадионта Тĕнче класлă спорт мастерĕн С.Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе кросс иртрĕ. Ăна кăçал Аслă Çĕнтерÿ 67, Вăрмар районĕ 85, Вăрмар поселокĕ 65 çул тултарнине халалланă. Саламлă сăмахсемпе Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕç. С.Захарова çĕнтерÿçĕсене хăй чысларĕ. Старта чи малтанах «Березка» ача садне çÿрекенсем тăчĕç. Пĕрремĕш вырăна Д.Архипов тухрĕ. 1999 çулхи хĕр ачасем хушшинче 1 километрлă дистанцире финиша В.Савкова (Аслă Чак) пĕрремĕш çитрĕ. Арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш В.Иванов (Энĕшпуç) пулчĕ. 1997-1998 çулхи хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна С.Матвеева (Кĕлкеш) тухрĕ. Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Г.Егоров (Пысăк Енккасси) йышăнчĕ. 1995-1996 çулхи хĕр ачасем хушшинче 1 километрлă дистанцире финиша В.Павлова (Энĕшпуç) пĕрремĕш чупса тухрĕ. Арçын ачасем хушшинче В.Токсаров (Чупай) пĕрремĕш пулчĕ.
1993-1994 çулхи юниоркăсем хушшинче 1 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна В.Петрова (Пысăк Енккасси) тивĕçрĕ. Юниорсем хушшинче 2 километрлă дистанцире А.Архипов, П.Васильев, С.Капитонов (пурте Мăнçырмари шкулта вĕренеççĕ) пĕрин хыççăн тепри финиша чупса çитрĕç. 29 çула çитичченхисем хушшинче 500 метрлă дистанцире М.Петрова (Шупашкар) пĕрремĕш, Ф.Топтыгина (Çĕнĕ Мăнтăр) иккĕмĕш, А.Васильева (Чупай) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Арçынсем хушшинче 1 километрлă дистанцире С.Антонов (Вăрмар) пĕрремĕш, В.Токсаров (Çĕнĕ Мăнтăр) иккĕмĕш пулчĕ. 30-39 çулхисем хушшинче 1 километрлă дистанцире Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов çĕнтерчĕ. 40-49 çулхисем хушшинче О.Кузьмин (Кĕлкеш) пĕрремĕш, А.Павлов (Кĕлкеш) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 60-69 çулхисем хушшинче А.Богданов (Куславкка), 70 çулхисем тата аслăраххисем хушшинче Н.Михайлов (Вăрмар) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç, К.Иванов (Вăрмар) - иккĕмĕш. Çĕнтерÿçĕсем пурте Светлана Захарован грамотисемпе медалĕсене тата хаклă парнисене тивĕçрĕç.