12 мая 2012 г.
Кĕтеснерти Культура çурчĕ çумĕнче виççĕмĕш çул «Ветерансен клубĕ» ĕçлет. Ăна А.Иванов поэт ертсе пырать. Унта пуçтарăнсан эпир тĕнчери лару-тăру çинчен калаçатпăр, хаçатра вуланă е телевизорпа курнă хыпарсене сÿтсе яватпăр, шÿтлесе те илетпĕр. Хăшĕ-пĕрисем шахмăтла выляççĕ. А.Иванов пире хăйĕн сăввисемпе паллаштарать. Пуçтарăннисем ыйтнипе манăн та хам çырнă сăвăсене каласа пама тивет. Ялти библиотека пуçлăхĕ С.Скворцова пире çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарать, хăйсем мĕнле хаçатсем илсе тăнине калать. Кайран чей ĕçетпĕр. Кунта вара хĕрарăмсем хăйсем килте пĕçернĕ çимĕçĕсемпе мухтанма пултараççĕ. О.Иванова питĕ тутлă кукăльсем пĕçерет. Унтан А.Павлова та юлмасть. Вăл пĕçернĕ вафлисем, шарлоткăсем хăйсем патне чĕнсе тăраççĕ.
Клуба çÿрекенсем Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле концертсене те хутшăнаççĕ. Упăшкипе арăмĕ - Семен Викторовичпа Галина Васильевна Викторовсем - хорта юрлаççĕ. А.Ивановпа А.Палайтиене хăйсен сăввисемпе халăх умне тухаççĕ.
Çавăн пек ирттерет Кĕтеснерти пенсионерсен пĕр ушкăнĕ пушă вăхăчĕн пĕр пайне.